«Ылтăн» шыв кирлĕ мар

Виçĕм кун районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче 4 ушкăн ĕçлерĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕнчен Альбина Егоровăран, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриевран, Ишлей ял тăрăх пуçлăхĕнчен Евгений Субботинран йĕркеленни Ишлей библиотекинче халăхпа тĕл пулчĕ.

Çырури тĕп самантсем

Тĕп ыйтăва – РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне тухнă Çырăва – сÿтсе явнисĕр пуçне калаçу Чăваш Енре 2017 çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халаллани, пахалăхсăр алкогольпе спиртлă продукцие сутассине чарса лартасси, пушар хăрушсăрлăхĕн темисем тавра та пулчĕ. Альбина Егорова Çырури тĕп самантсем çинче чарăнса тăчĕ: «Владимир Путин социаллă политика, экономика аталанăвĕ пирки калаçрĕ. Раççей, çав шутра Чăваш Ен экономикинче лару-тăру ерипен улшăнни паллă. Сăмахран, Чăваш Ен бюджечĕ тупăш енĕпе пысăкланнине, уйрăмах тупăш налогĕпе, палăртмалла». Çавăн пекех килес çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе палăртнине асăнчĕ, ку енĕпе Чăваш Ен ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать, мĕншĕн тесен Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи хытă каяшсен полигонĕ çÿп-çап ыйтăвне татса парассинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Республикăра Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕнче ашшĕпе амăшĕн авторитетне ÿстермеллине, çемьери хаклăхсене сыхласа хăвармаллине асăнчĕ, çавăнпа та лайăх çемьесем тĕслĕх пулса тăмалла, вĕсем çинчен ыттисене те пĕлтермелле.

Район пурнăçĕн çитес çулхи планĕсем пирки Владимир Димитриев каласа пачĕ. Пирвайхи ĕç – Илпеш свалкине рекультивацилесси. Хальхи вăхăтра унăн проекчĕ экспертиза витĕр тухать.

Ыйту нумай

Ишлейсен яланах ыйту нумай, хальхинче те вĕсем сахал марччĕ. Александр Сильвестров тÿрех темиçе ыйту пачĕ – кунашкал пухусем çынсемшĕн мĕн тери кирлине палăртрĕ вăл. «Ишлейрен 600-700 метртан вырнаçнă пĕвене юсакаларĕç-ха, анчах та шанчăклах мар пек, çуркунне татса каймĕ-и? Салари тасатакан сооруженисем йĕркесĕр ĕçленипе çут çанталăка вараламăпăр-и? Спорт комплексĕн вырăнĕ ăçта пулĕ? Хорамакассине, Кивъял Чурачăка, Шайкилте шыв хăçан кĕрĕ?» – ял çыннисенчен тÿрех темиçе ыйтăва çитерчĕ Александр Сильвестров.

– Пĕвене реконструкцилемешкĕн проект саккас панă, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса парсан ĕçе малалла тăсмалла. Тасатмалли сооруженисене тишкернĕ, вĕсене юсамашкăн сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. 2017 çул валли 1 млн тенкĕ пăхса хутăмăр.

Асăннă ялсене шыв пăрăхĕсем кĕртме тупăшлă мар, тариф виçи çынсемшĕн хака ларать, вĕсемшĕн «ылтăн шыв» пулса тăрать, мĕншĕн тесен ялсенче хуçалăхсем сахал, çавăнпа та темиçе çăл чавни лайăхрах. Тĕслĕхрен, çитес çулта Хорамакассинче пусă туса памашкăн бюджетра 300 пин тенке яхăн палăртса хăвартăмăр, – хуравларĕ Евгений Субботин. Спорт комплексĕн вырăнне халăхпа пĕрле суйламаллине палăртрĕ вăл. Пуçлăх салана инвесторсене илĕртес шухăшлă та иккен. Сăмахран, вырăнти больницăра пушаннă уйрăмра çынсен сывлăхне çирĕплетмелли вырăн тума е медицина центрĕ уçма пулать. Ку ĕмĕт пурнăçлансан тем пекех лайăх пулмалла – шухăша ырларĕç пухăннисем.

– 2017 çулта «Ишлей-Шупашкар» маршрут çинче хак улшăнмĕ-и? – илтĕнчĕ залран ыйту. Çынсем палăртнă тăрăх, вĕсемшĕн 50 тенкĕ те хаклă. Чылайăшĕ вара хулана кашни кун çÿрет. Кунсăр пуçне тата пухăннисем «Ишлей-Хачăк» çулпа çÿрекен 16.20 сехетри маршрута пăрахăçланăшăн кăмăлсăр. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене ача садĕнчен таксипе илсе çÿрет-мĕн. Ку ыйтусене ЧР транспорт министерствине çитерме шантарчĕ Альбина Егорова. Çынсем хускатнă ытти ыйтăва та çырса хучĕ, апла тăк вĕсен хуравĕсем çитес вăхăтрах хатĕр пулĕç.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Сертификатсене тивĕçрĕç

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ Малти Ункăпуç ялĕн клубĕнче иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă политикăн тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, райадминистрацин экономика, харпăрлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Софронова, Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов тата Вăрман-Çĕктер ял тăрăх депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Спиридонов хутшăнчĕç.

Клуба 40 ытла çын пухăнчĕ. «Ку Çырура В.В. Путин çĕршыври экономика, унăн аталанăвĕ пирки ытларах каларĕ. Пирĕн çĕршыв, республика пуласлăхĕшĕн хамăрăнах тăрăшмалла. Предприятисем уçакан, ăнăçлă ертсе пыракан, ĕçлеттерекен çынсем кирлĕ. Бюджета кĕрекен налог регионăн экономикине çирĕплетĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен çынсене налог енчен çăмăллăхсем кÿресси хавхалантарасса иккĕленместĕп», – терĕ Вячеслав Рафинов. Вăл хальхи вăхăтра районта çуралакансем вилекенсенчен нумайраххине палăртрĕ. Çакă медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснин, ăна чăрмавсăр тата хăвăрт илме май пуррин пĕтĕмлетĕвĕ.

Районăн 11 уйăхри социаллă-экономика аталанăвĕпе Людмила Софронова паллаштарчĕ. Районта 63 пин те 200 çын пурăнать. Отрасльсем çирĕп ĕçлеççĕ, тупăш илеççĕ. Район бюджечĕн 70%-чĕ вĕрентÿ тытăмне валли тăкакланать.

Пушар хăрушсăрлăхĕн темине тăсса районта çулталăк пуçланнăранпа вăл 65 хут алхаснине пĕлтерчĕ. 6 çын эрех ĕçнине пула вут-çулăмра вилнĕ. Пушар хуралĕнче 22 çул ĕçленĕ Вячеслав Спиридонов огнетушительпе усă курмалли йĕркене те ăнлантарчĕ. Олег Ерманов çулталăк çăмăл мар килнĕ пулин те, бюджет енчен хĕсĕкрех пулсан та, çулталăка тивĕçлĕн вĕçлесе пыни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах та кулленхи ÿкерчĕке синкерлĕ тĕслĕхсем кичемлетеççĕ-çке. Вĕсен патне вара чылай чухне эрех-сăрапа ашкăнни илсе çитерет. Асăннă сăлтавпа Шупашкаркассинче çак кунсенче çын шăнса вилнĕ, ун чухне 30 градуса яхăн сивĕ тăнă. Сывлăш температури аялах анни Шарпашри пултарулăх ушкăнне те пăшăрхантарать. Ялти клуба пухăнма сивĕ, ăна хутса ăшăтма май пуррипе çуккине пĕлесшĕн пулчĕç. Олег Ерманов Шарпаш ял клубне çитес çул электричество вăйĕпе ăшăтса тăрассине сÿтсе явни пирки пĕлтерчĕ.

Малти Ункăпуçĕнчи Валентина Бусовăна шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. «75 тенкĕ таран тÿлемелли тĕрĕсех-и?»,– пĕлесшĕн пулчĕ вăл. «Шывшăн тÿлемеллех. Çакăнта пурăнакансен айăпĕпе бюджет 2 млн 300 пин тенкĕ çухатрĕ», – хурав пачĕ Олег Анисимович шыв счетчикĕсене лартни чылай перекетлеме май панине аса илтерсе.

Информаци кунĕ Салапайкассинчи вăтам шкулта малалла тăсăлчĕ. Кунта райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова нумай ачаллă 5 çемьене çĕр лаптăкĕсен сертификачĕсене пачĕ. Икĕ кунра ял тăрăхĕнче пурĕ 11 çемье патшалăхăн çак пулăшăвне тивĕçрĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости