Ырлăха кĕтсен

Экологи ыйтăвне закон çирĕплĕхĕпе кăна татса пама май пур-и? Çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăха юратма, унăн илемне курма, упрама мĕнле хăнăхтармалла? Çут çанталăка амăшĕн сĕчĕпех хисеплеме вĕреннĕ çынна ÿссен хĕвел çаврăнăш хуппине те çĕре пăрахма намăс.

Çуркунне юр айĕнчен мĕн кăна тухмасть-ши! Чечек-курăкран чи малтан çÿп-çап «шăтса» тухать. Тăван тавралăха хамăрах варалатпăр мар-и? Çÿп-çап вырăнĕсем ял айккинче, çырма-çатрара нумайлансах пыраççĕ. Этем килте кăмакара çунтармалли е тислĕкре çĕртмелли çÿп-çапа та анкарти хыçне, çырмана кăларса тăкать. Çакăн пек çынсен тирпейсĕрлĕхне курса ыттисем те пуçтахланма тытăнаççĕ. «Унăн юрать, манăн мĕншĕн ирĕк çук», – теççĕ-ши. Пластик савăтсем, пакетсем тата çакăн йышши чылай çул çĕрмесĕр выртакан хытă каяш çапла майпа çĕре, шыва наркăмăшлантарса выртать. Çак тÿнтерлĕх пирĕн пата каяллах таврăнать. Наркăмăш тăпрана сăрхăнса пахча çимĕçе, шыва, сывлăш урлă çын сывлăхне сиен кÿрет.

Акă 2016 çулта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин специалисчĕсем 42 çĕр хуçине çÿп-çапа санкцилемен вырăнсене тăкнăшăн çыру ярса панă. Каяшсене пуçтарас, илсе тухас тата утилизацилес йĕркене пăснăшăн юридици сăпачĕсен 250 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме е çакăншăн ĕçе 90 талăк таран вăхăтлăха чарма тивет, закон харпăр хăйĕншĕн ĕçлекен предпринимательсене 50 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е ĕçе 90 талăк таран чарма ирĕк парать. 2016 çулта тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшĕпе ăна пăхăнманшăн предприятисем тĕлĕшпе 3,332 млн тенкĕ штраф хунă, çав шутра çÿп-çапа вырнаçтарассипе çыхăннă требованисене пăснăшăн – 1,052 млн тенкĕ.

Çут çанталăка, çав шутра шыв объекчĕсен çиелти хутлăхне вараласа 2,680 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ (вăрманпа сунара та шута илсен сиен 5,249 млн тенкĕпе танлашать). Кунта «Юрма» агрохолдинг ĕçĕ-хĕлĕ пирки те асăнмалла. Кайăк-кĕшĕк каяшĕ тислĕк упрамалли вырăнтан Йăршу юхан шывне лекнĕ – пĕлтереççĕ регионăн çут çанталăк министерствинчен. Çакна пула шыв вараланнă, юхан-шыври пулăсем йышлă вилнĕ, çавăн пекех пулă вăлчи сапмалли тата пулăсем ишсе çитĕнекен вырăнсем пĕтнĕ, вăрманти уçланкăсем те сиенленнĕ, сăтăра темиçе млн тенкĕпе виçеççĕ. Министерство сайтĕнчи информацирен каяшсемпе усă курнă чухне йĕркене пăснăшăн агрохолдингăн должноçри çыннине 250 пин тенкĕлĕх штрафлани паллă.

Çут çанталăка сыхлакан общество организацийĕсем – ăна хăйсен ирĕкĕпе хÿтĕлеме кар! тăнă шанăç кÿрекен юхăмсем. Вĕсем вăй илсе пыни савăнтарать. Республикăра пĕтĕм Раççейри экологи акцийĕсем, экологи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă кунсем, ача-пăча фестивалĕсем, шкулсенчи лесничийсен респубикăри слечĕ, пĕчĕк юхан-шывсене тасатмалли акцисем, çут çанталăка упрамалли паллă кунсемпе çыхăннă мероприятисем иртеççĕ. Кунсăр пуçне «ВторБум» проект пурнăçа кĕрет. Çынсене производствăри тата кулленхи пурнăçри каяшсене мĕнле майпа усса çавăрмаллине ăнлантараççĕ, çÿп-çапа уйăрса, сортласа пуçтарма вĕрентеççĕ. Тăван тавралăха çăлмалли пуçламăш утăмсем çаксем пулччĕр. Вара хамăр хыççăн, пулас ăрусем валли те ăна таса, пархатарлă хăварар. Çакăн чухне кăна вăл хăйĕн ырлăхĕпе тав тăвĕ.

Сăмах май

2016 çулта çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас тата тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă саккуна пăснă 140 тĕслĕхе шута илнĕ.

Анжелика Тихонова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости