Ыррипе юнашарах инкек те

Çĕнĕ çул уявĕсене пурте чăтăмсăррăн кĕтеç­çĕ: кашнин савăнăç­лă кăмăл-туйăм хуçаланать, анчах кашнинчех праç­никсем лайăхпа вĕçленмеççĕ. Ырă пулăмсемпе пĕрле инкек те юнашарах çÿрет çав. Çакнах статистика çирĕплетет. Чăваш Республикинчи Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче (декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен) 46 пушара регистрациленĕ, вĕсенче 4 çын вилнĕ. Шупашкар районĕнче вара 4 пушар пулнă, телее, никам та вилмен.

Çул çинче тата мĕнле лару-тăру пулнă-ха уявсен вăхăтĕнче? Республикăра 45 аварие регистрациленĕ, вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, сăмахран, пĕлтĕр асăннă уяв кунĕсенче вара 54 авари пулнă, 9 çын вилнĕ. Шупашкар районĕнче 11 аварие регистрациленĕ, пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă. 2014 çулхи уявсем вăхăтĕнче вара районта лару-тăру лăпкă пулнă, пĕр аварие кăна шута илнĕ.  

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости