Этемлĕхшĕн вăхăт сиплейми суран

1986 çул. Апрелĕн 26-мĕшĕ. 01 сехет те 24 минут. Взрыв! Чернобыльти атом электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕ кисренсе каять… Реактора вăл пĕтĕмпех ĕçрен кăларнă, çавна пула тавралăха радиаци япалисем сапаланнă.

Ку катастрофа атом энергетикин историйĕнче чи пысăкки шутланать, экономика тăкакĕсемпе те, вилнисен, шар курнисен йышĕпе те. Хулапа çывăхра вырнаçнă вырăнтан 115 пин çынна эвакуаципе илсе тухнă. Пин-пин çын авари ишĕлчĕкĕсене пĕтерме хутшăннă. Çĕр-çĕр çын ĕçлеме ăсаннă унта. Çав шутра республикăран, Шупашкар районĕнчен те. Шуркассинче пурăнакан Иоил Яковлев – çавсенчен пĕри. Чернобыль аварийĕ пулнăранпа 30 çул çитнĕ кун унпа сăмахласа лартăмăр.

– Иоил, эсĕ, ун чухне 36 çулти вăй питти арçын, мĕнле кăмăл-туйăмпа кайнă ĕçлеме?

– Эпĕ, хăй вăхăтĕнче салтакра пулнăскер, çара тивĕçлĕ çын пулнă, çавăнпа та шухăшлама, суйлама вăхăт пулман, хушнине пурнăçлама васканă. Пире, Шупашкарти заводра ĕçлекенсене, 1987 çулхи январь уйăхĕнче илсе кайрĕç. Икĕ уйăх ĕçлерĕмĕр эпир.

– Унта ĕç йĕрки те хăйне евĕрлĕ пулнине калаççĕ, мĕншĕн тесен организма сиен кÿреслĕх пысăк…

– Иккĕмĕш, виççĕмĕш блокра вăй хунă, 15 минут ĕçленĕ хыççăн – кунтан ытлашши юраман – канма илсе тухатчĕç. Эпир дезинфекцилессипе тимлеттĕмĕрччĕ, штукатуркăна тасататтăмăр. Паллах ятарлă хатĕрсемпе ĕçленĕ, унсăрăн юраман.

– Мĕнле условисенче пурăнаттăр?

– Палăртнă вăхăт хыççăн 30 км аякка илсе тухатчĕç. Машинăсене радиацирен тасатнине лайăх ас тăватăп. Пурăнма палаткăсенче вырнаçтарнăччĕ, буржуйка кăмакапа ăшăнаттăмăр.

– Чернобыльте пулни, унта ĕçлени сывлăхшăн пĕр йĕрсĕр иртсе кайманни каламасăрах паллă. Пурăна киле мĕнле улшăнусем палăрма пуçларĕç?

– Япăх витĕмĕ пурах, çурăм шăмми, шăмă сыпписем ыратни çавăнпах çыхăннă ĕнтĕ. Унта пулнă пĕлĕшсенчен чылайăшĕ инвалид удостоверенине илнĕ. Сывлăх хавшани куç кĕретех. Çавăнпах ĕнтĕ унтан таврăнсан Шупашкарта пĕр вăхăт ĕçлесен яла куçса килтĕм. Кунта пурнăç чылай тасарах, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе усă курма май пур. Çавăнпа та маншăн паян ял – чăн-чăн çăлăнăç.

Вăтăр çул каяллахине аса илсен вара халĕ те çан-çурăм сÿ-ÿ-ÿлетсе каять. Чернобыльти хăрушă ÿкерчĕксем куç умĕнчех. Радиаци куçа курăнмасть çав, унăн япăх витĕмне кăна сисме пулать. Сăмахран, тĕк тăнă çĕртех арçынсен сăмсинчен, хăлхинчен юн кайма пуçлатчĕ… Вĕсем виçерен иртсе радиаципе сиенленнĕ-мĕн. Эпир хĕлле ĕçлерĕмĕр, çавăнпа та кăшт лăпкăрахчĕ, çулла, тусана пула, тавралăх тата та «хăрушăрах» пулнине калатчĕç специалистсем.

ЛЮБОВЬ МАН КАЛАÇНĂ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости