Эх, эрех, мĕн кăна тумасть?

Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан А. тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Мĕншĕн?

Нумаях пулмасть вăл Чăрăшкассинче икĕ пĕлĕшĕпе черкке хыççăн черкке пушатнă. Эрех çавнашкал-çке вăл, ташлаттарать те, култарать те, тепĕр чухне хирĕçтерет те. Шăпах пĕлĕшсем хушшинче юлашки туйăм сиксе тухнă та: А. урса кайнипе икĕ пĕлĕшне те пуçĕнчен пуртăпа çапнă. Унтан… хăй те хăраса кайнă. Вĕсене вĕлернĕ пуль тесе полици органне евитленĕ.

Шупашкар район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, А.-на РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйин темиçе пайĕпе (вĕлерме хăтланнăшăн) суд тăвĕç. Тÿрех каламалла, айăплав çирĕп: арçын 8-20 çул таран е ĕмĕрлĕхех ирĕклĕхсĕр юлма пултарать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости