«Юльăна тĕл пулман тăк авланас та çукчĕ…»

Июлĕн 8-мĕшĕнче палăртма йышăннă çемье, юрату тата шанчăклăх уявне кăшавăшсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Петрпа Феврони çветтуйсен хӳттипе иртекен çак праçник кашни киле юрату, телей, ăнăçу кӳрессе кунта ватти-вĕттипех шанаççĕ.

Çак кун ку тăрăхра нумай çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене килĕсене кайса сума сăвасси ял тăрăхĕнче ырă йăлана кĕнĕ. Пуçлăхпа Сергей Мульдияровпа Кăшавăшри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пĕлтĕр уяв саламĕпе Мăнал ялĕнче пулнăччĕ. Кăçал ылтăн туй сăрине тутанма вырăнти артистсемпе Е. Иванова администраци специалисчĕ Ярăскассине çитрĕç. Çак ялта пурăнакан Василийпе Юлия Дмитриевсем умне кӳрше-аршă йышлăн пуçтарăннă. Ырă çынна ял савать тесе ахальтен каламан. Василий Степановичпа Юлия Илларионовна хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тарават кăмăлĕпе, шӳте юратнипе таврара ырă ятлă. Аллă çул пĕр сукмакпа утма çăмăл мар. Пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма, каçарма пĕлни, йывăр чух пулăшма васкани – çемье пурнăçĕнче чи кирли. Çакна Дмитриевсем хăйсем çеç мар, ачисем те ăшра тытаççĕ. Çемьере ӳснĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăл паян мăшăрлă, ача-пăчаллă. «Атте-анне пире тĕрĕс-тĕкел ӳстернĕшĕн, пурнăçра пулăшма тăрăшнишĕн савăнатпăр», – çапла чĕвĕлтетрĕç ашшĕ-амăшне ăшă сăмахсем калама пухăннă ачасем. Василий Степанович мăшăрне чĕререн юратать. «Çак хĕре аллă çул каялла тĕл пулман тăк авланас та çукчĕ», – тет арăмне ăшшăн пăхса кил хуçи. Етĕрне район хĕрĕ тус-тантăшĕ патне çуралнă кунне паллă тума килнĕскер, хăй те чипер йĕкĕте куç хывнă, кăшт вăхăтран качча тухма та килĕшнĕ. Унтанпа çур ĕмĕр хыçа юлнă ĕнтĕ. Паян вара чыслă-сумлă мăшăра ял тăрăхĕ пĕчĕк парнепе чысларĕ. Мишерти фельдшер пунктĕнче тимлекен Вера Чернова та саламлама парнепех килсе çитрĕ. Кӳршĕ-аршă Дмитриевсен кукăль-çăмахне, симпыл сăрине тутанчĕ, фольклор ушкăнĕн пикисемпе пĕрле ташă картинче савăнчĕ.

РЕГИНА ЧЕРНОВА, КĂРМĂШ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости