32 çул шăп тăмалла…

Июнĕн 22-мĕшĕ тĕнче историне ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă, ир-ирех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Астăвăм тата хуйхă кунне халалласа Кÿкеçри Паллă мар салтакăн палăкĕ умĕнче траур митингĕ иртрĕ. Районта пурăнакансемпе пĕрле унта райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та хутшăнчĕ. «Çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн питĕ хака ларчĕ, вăрçă хирĕсенче пуçне хунисене кашнинех асра тытмалла пирĕн», – митинга килнисем умĕнче тухса калаçрĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Килĕсене таврăнманнисем чăннипех те нумай, кашнинех пĕр минут шăплăхпа асăнас тăк – 32 çул (!) шăп тăмалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости