Ăнсăртран – кĕмсĕрт!

Прокуратура çапла пырса кĕрет

Кăçалхи çуркунне Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016-2017 çулсене валли коррупцие хирĕç наци планне çирĕплетрĕ. «Закона пăхăнманнипе çыхăннă кашни тĕслĕх пирки халăха уççăн пĕлтермелле», – тенĕ унта. Кремль сайтĕнчи хушăва пурнăçласа патшалăх влаç органĕсен ертÿçисен кăçалхи май уйăхĕччен хăйсен ведомствисен планĕсене коррупци çулне пÿлес тата çакăн йышши тĕслĕхсене тупса палăртас ĕçе вăйлатма улшăнусем кĕртмеллеччĕ. Çакна мĕнле пурнăçлани пирки пĕлтерме влаç органĕсене июнĕн 10-мĕшĕччен вăхăт панăччĕ. Ку документ тăрăх çĕршыв кабминĕ çулталăкран халăх чурисен «йĕркене хирĕçлекен интересĕсем» çинчен доклад хатĕрлĕ. Çĕршыв чиновникĕсен «аппетичĕсене» вăл кăтартса парĕ те.

Пĕлÿсĕрлĕх коррупцие пулăшать

Анчах çав пичкене Шупашкар районĕнчи патшалăх органĕсенче тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ тÿрĕ кăмăллă мар хăш-пĕр служащий те пĕр кашăк тикĕт хушасси халех паллă. Иртнĕ номерсенче район прокуратури çĕр законодательствине пăхăннипе çыхăннă тĕрĕслевсен вăхăтĕнче Сарапакасси ял тăрăхĕн унчченхи пуçлăхĕ 2005 çулхи çуркунне 1995 çулта кăларнă постановленирен суя выписка хатĕрленине пула судпа айăпланни пирки çырса пĕлтернĕччĕ. Ку документ, Шупашкар районĕнчи Пикшик ялĕнчи хĕрарăм валли килти хушма хуçалăха тытма 1003 тăваткал метрлă çĕр лаптăкĕ уйăрнине çирĕплетекенскер, пуçлăха çак участока хăйĕн пурлăхне регистрацилеме кирлĕ пулнă – çапла палăртать следстви. Службăри ултавшăн экс-чиновнике РФ УК 292 статйипе айăпланă. Закона хирĕçле ĕçе-хĕле Следстви комитечĕн следователĕсемпе ШĔМĕн Чăваш Енри экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç управленийĕн пĕрлехи тăрăшулăхне кура çиеле кăларма май килнине палăртмалла.

Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхĕнче, каярах Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ чиновник те 2014, 2015 çулсенче закона çаврăнса иртме хăтланса Сарапакасси ял тăрăхĕн экс-пуçлăхĕн «кĕрепли» çинех пырса кĕнĕ. Ăна Кăшавăшпа Явăш ялĕсенчи пĕтĕмĕшле çур гектарлăх виçĕ участока суя постановленири выпискăсем тăрăх пĕлĕшĕн харпăрлăхне регистрацилеме пулăшнипе çыхăннă службăри ултавшăн, взятка илнĕшĕн айăпланăччĕ. Сăтăрла ĕçсемшĕн унăн 5 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр юлнисĕр пуçне 4 млн та 100 пин тенкĕ штрафпа татăлмалла – суд çакăн пек йышăну кăларнă.

Лапсар ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ тепĕр чиновникĕн те кăçал çакнашкал ĕçсемшĕнех суд сакки çине ларма тиврĕ.

Çĕньял ял тăрăх администрацийĕнче те хальхи вăхăтра документсене суя улшăну кĕртнипе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатаççĕ. Кунта та ыйтусем çĕр лаптăкне хапсăннине пула сиксе тухнине прокуратурăра пытармаççĕ.

Район прокуратурин тĕрĕслев мероприятийĕсем çиеле кăларма май панă ытти тÿнтерлĕхе çакăн йышши сĕмсĕрлĕхпе пĕр картана лартма çук та пулĕ тен. Анчах та вĕсен пурин те тĕллевĕсем пĕр: пуясси, кăмăла тултарасси – çапла пĕтĕмлетеççĕ коррупципе кĕрешекенсем. Вĕсен фронтĕнчи цифрăсенчен районта должноçри çынсем хăйсен полномочийĕсемпе усă курнине, ыттисене ахаль мар пулăшу кÿнине сăнаса тупса палăртасси çулран-çул пĕр шайрах сыхланса юлни паллă.

Компетентлă

Зелфинас Карама, Шупашкар район прокурорĕ:

– Кăçалхи çур çулта район прокуратурин коррупцие хирĕç тытăмĕнче йĕркене пăснă 134 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çулталăк каяллахи çак вăхăт тĕлне вĕсем 116 пулнă. Судсене 3 тавăç тăратнă, ытти çитменлĕхпе йĕркесĕрлĕхе тивĕçлĕ тĕрлĕ ведомство урлă пĕтерме 27 представлени, 48 протест çырса хатĕрленĕ. Документсенче коррупцилĕхе сирме вĕсен 211 нормативпа право актне тĕрĕслеме тивнĕ, 110 – акт проектне. Вĕсенче коррупциогенлă 30 паллăна асăрханă. Çакăншăн яваплă 5 çынна административлă йĕркепе айăпланă. Тĕрĕслев материалĕсемпе вара виççĕшĕн тĕлĕшпе уголовнăй ĕç те пуçарнă.

Мĕн вăл коррупци?

Çак темăпа паян ача сачĕсенченех ăнлантараççĕ. Апла пулин те унăн законодательствипе çыхăннă уйрăм саманта пĕлмен патшалăх служащийĕсем – ведомство пуçлăхĕсем – те пур иккен-ха.

Сăмахран, тупăша – хăйĕнне те, çемйинне те – кăтартманни акă «Коррупцие хирĕç кĕрешесси» федераци законне пăсни шутланать. Прокуратура çакăн пек тĕслĕхе çурхи тĕрĕслевсен вăхăтĕнчех тупса палăртнăччĕ. Ку тÿнтерлĕхпе кĕрешес ĕçе кашни предприяти-организацирех тĕпе хумалла, çакăншăн яваплă сăпатсене, нормативлă актсене çирĕплетмелле. Анчах та районта çакна закон ыйтнă пек шайра пурнăçламан учрежденисем те çук мар-мĕн. Кунашкаллине çитменлĕх пек кăна мар, коррупциллĕ преступленисене çул панă пек хаклаççĕ йĕркелĕх хуралçисем. Кăçал çак сăлтавпа «Улăп» ФОК, Нумай функциллĕ центр, Техника инвентаризацийĕн бюровĕ, «Ишлейское» ЖКХ тĕлĕшĕпе представленисем тăратнă, должноçри ултă çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Хăш-пĕр чухне чиновниксем хăйсем тахçан тĕрĕслесе тăнă фирмăсене ĕçе пырса кĕни те пулкалать. Интерессем пĕр пек килменнипе пĕрлех çакă служба информацийĕ юта сарăлнипе те хăрушлăх кăларса тăратать. Федераци законĕн 12-мĕш статйи патшалăх тата муниципалитет органĕсенче службăра тăнă гражданина ĕçрен хăтарнă чухне вăл юлашкинчен вăй хунă вырăн пирки ĕç паракана пĕлтерме икĕ çул парать. Апла пулин те Шупашкар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тата «Ишлейское» ЖКХ законăн çак пунктне пăхăнман. РФ КоАПĕн 19.29 статйипе айăпласа вĕсене кашнине 20 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çак сăлтавпах «Юрма» агрохолдинг икĕ хут, «Приволжское» ОАО тата «Южный» ООО административлă йĕркепе явап тытнă.

Муниципаллă заказсене пурнăçланă чухне те пайта курас шутлă сăпатсем çук мар. Электрон площадкăра аукцион пирки пĕлтернĕ чухне пĕр условисем, кайран вара те подрядчиксен ирĕкĕнчен иртеймеççĕ, те маларах асăннă сăлтавпа – ĕçе урăх материалсене хута яраççĕ. Çакăн пек кăлтăка Çырмапуç ял тăрăх администрацийĕн докуменчĕсенче асăрханă. Чăрăшкассинче çул сарма вăл уçă аукцион пирки пĕлтерсе Интернетра извещени тăратнă. Анчах та строительство компанийĕ çула администраци ыйтнă евĕр вак чулпа сарма шутламан та – çакă вăл аукциона хутшăнса тăратнă заявкăран паллă. Те вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тÿрех асăрхаман çакна, те подрядчик çапла майпа «пуçтахланма» шухăшланă, анчах та прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн унăн пуçлăхĕ тĕлĕшпе аукцион докуменчĕсене законпа килĕшÿллĕн йĕркелеменшĕн РФ КоАПĕн 7.30 статйипе адмĕç пуçарнă.

Компетентлă

Олег ДМИТРИЕВ, РФ СК Чăваш Енри следстви управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи:

– 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче РФ СК Чăваш Енри следстви управленийĕ коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсемпе 183 уголовнăй ĕç пуçарнă. Вĕçленнĕ уголовнăй ĕçсем тăрăх 70 çынна коррупцишĕн айăпланă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вĕсен йышĕ 45 пулнă. Судсене уголовнăй ĕç материалĕсене 1,5 хут ытларах ярса панă – пĕлтĕрхи 41 хирĕç 66. Вĕсем тăрăх коррупци сĕмĕллĕ 183 (120) преступлени тĕлĕшпе ĕнентерекен самантсем пуçтарнă. Чăваш следователĕсем çав-çавах службăри ултавпа, çав шутра тÿлевсем илнĕ чухнехипе, çыхăннă – пурĕ 46 уголовнăй ĕç – преступленисене ытларах шута илсе тăраççĕ. Укçалла «туянни» – 35, взятка илни – 34, службăри ултав – 28, взятка пани – 17, должноç полномочийĕсемпе усал шутпа усă курни – 14, службăри вырăнпа усă курса пурлăха салатса яни е харпăрлăха илни – 4, должноç полномочийĕсемпе чикĕрен иртсе усă курни 3 ĕç.

Обществăпа патшалăха хирĕç тунă çак ĕçсем суда ярса панă материалсем тăрăх çур çулта 40 млн ытла тенкĕлĕх сăтăр кÿни паллă. 2015 çулăн пĕрремĕш çурринчипе танлаштарсассăн ку вăл 8 хут ытларах. Ун чухне вăл 5 млн тенкĕпе тан пулнă. Следовательсен сăтăра саплаштармалли укçа-тенке пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,5 хут ытларах шыраса илме май килнĕ – 7,5 млн тенкĕ. Пĕтĕмпе вара вĕсем 17,5 млн тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ. Çав шутра – тăванĕсем çине куçарнисене те. Кÿршĕ Муркаш районĕнче закона пăсса вăрман каснă – миллион çурă тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ – тĕслĕхпе пуçарнă уголовнăй ĕç хыççăн айăпланакан хăйĕн çĕр лаптăкне тăванне куçарса панă. Анчах та йĕркелĕх хуралçисене çакă пурлăха арестлеме чăрмантарайман.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри сăпатсене коррупциллĕ преступленисемшĕн айăпласа суд умне сахалрах тăратма пуçларĕç. 2016 çулхи çур çулта суд сакки çине 5 ларнă: 2 депутат тата ял тăрăхĕн 3 пуçлăхĕ. Çулталăк каялла вĕсем улттăн пулнă, вĕсене закона хирĕçле 26 ĕçшĕн айăпланă. Кăçал çакăн йышши 11 преступлени пирки ĕçсене пăхса тухаççĕ.

Коррупциллĕ преступленисемпе ята вараланă пакунлă ĕçченсем пĕлтĕрхи çур çулта та, кăçал та пĕр шайрах – 6. Вĕсене çулталăк каялла 22 преступленишĕн йĕрленĕ, çур çулта та çак шутлă ÿкерчĕкех сыхланса юлать.

Усăсăр полномочи?

Малтан асăннă доклад патне таврăннă май муниципаллă тĕрĕслев органĕсем хăйсен ĕçĕн эффективлăхĕ пирки ăна кашни çулах хатĕрленине аса илтерни вырăнлă. Унти информаци пуриншĕн те уçăмлă, вĕсене федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен сайчĕсенче вырнаçтараççĕ. Çакăн пек полномочие вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене те панă. Анчах та çакăнпа усă курма васкаман ял тăрăх администрацийĕсене Шупашкар районĕнче те тупса палăртнă. Прокуратура Апаш ял тăрăх администрацийĕ муниципаллă çул-йĕр тĕрĕслевĕн докладне хăйĕн Интернетри официаллă сайтĕнче вырнаçтармасăр çирĕпленнĕ йĕркене пăснине пĕлтерет. Пĕтĕмпе вара унăн информацийĕпе ял тăрăх тата райадминистраци пуçлăхĕсем тĕлĕшпе çакăн йышши йĕркене пăснă тĕслĕхсемшĕн 18 представлени çырса хатĕрленĕ.

Коррупцие хирĕç наци планне хатĕрлеме çĕршыв ертÿçин сĕтелĕ çине хуракан докладăн пĕр çупкăмĕ пулсан та, Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсем те пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке йĕркелеме çав-çавах хутшăнаççĕ. Коррупцин тарăн тымарĕсене никам та пĕр пĕччен кăклаймĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости