Ăратлă выльăх, лайăх вăрлăх…

Ял хуçалăхне тата мĕн тĕрев парать?

Ял хуçалăх комплексĕнче ĕç сыхлавĕн законодательствине пăхăнса ĕçлесси, çур акине вăрлăх хатĕрлесси – виçĕм кун «Атлашевский» СХК-ра иртнĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче пăхса тухнă ыйтусем çаксем пулчĕç. Мероприятие райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин хутшăнчĕç.

Çавра сĕтел хушшине лариччен Георгий Иванович «Атлашевский» СХК-н нумай пулмасть хута янă тата реконструкциленĕ мăйракаллă шултра выльăх витисене кĕрсе курчĕ. Кăçал СХК ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсен йышне кĕнĕ. Аса илтерни вырăнлă: 2009 çулта 10 герефорд ăратлă выльăх ĕрчетме тытăннăскерсем паянхи куна вĕсен шутне 200-е яхăн ÿстернĕ.

Канашлура Россельхозцентрăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Людмила Добролюбова вăрлăх тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Хуçалăхсенче тĕрĕслев витĕр тухнă 2320 т вăрлăхран 40% кондициллĕ пулни палăрнă. Районта «Атлашевский» СХК тата «Приволжское» ОАО хуçалăхсем лайăх кăтартусемпе уйрăлса тăраççĕ. «Прогресс» ЗАО-ра, «Чурачикское» ОАО-ра, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра вăрлăха кондицилессипе ĕçсем пыраççĕ.

Ĕçпе социаллă политика министерствин специалисчĕ Кирилл Милюхин пухăннисене ĕç сыхлав законодательствине пăхăнасси çинчен каласа пачĕ. Ĕç çыннин çулталăкĕ çитсе пынине сÿтсе явнă май пухăннисем професси тĕлĕшĕнчен ăста çынсене хавхалантарас сĕнĕве пачĕç. Пухăннисем çавăн пекех район территорийĕ тăрăх «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ иртес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Вăл паян ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости