Çемье – унăн тĕрекĕ

Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çапах маттур çамрăксене хăратмасть вăл. Хăюллăнах ĕçе пикенеç­çĕ вĕсем, ăсталăха аталантарса пыраç­çĕ. «Атлашевский» СХК-ра агрономра вăй хуракан Алексей Табаков пирки те çаплах каламалла.

Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем 1008 га, тырăллă тата пăрçаллă культурăсем 1085 га йышăнаç­çĕ. Вăрлăх вăрăнтарнă çĕр лаптăкĕсем çинче калча симĕсленсе, çÿлеллех кармашса савăнтарать. Тыр-пула сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çум курăкран таса тытасси, минерал удобренисемпе вăхăтра апатлантарасси, лайăх тухăç илесси – акă çу кунĕсенчи тĕллев хăйĕн пурнăç­не ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă çамрăк агрономăн.

26 çулхи Алексейăн ĕç стажĕ Комсомольски районĕнчи пĕр пысăк ял хуçалăх предприятийĕнче пуянланма пуç­ланă. Студент çулĕсенче практика вăхăтĕнче ял хуçалăхăн тĕрлĕ предприятийĕнче ĕçе хăнăхнăскер «Слава картофелю» хуçалăх ертÿçи йыхравласан шухăшласа тăман – алла диплом илсенех агрономра вăй хума тытăннă. Яваплă та тимлĕх ыйтакан ĕçе хăнăхнă – пробиркăри калчасенчен чышкăран та пысăк çĕр улми ÿстерме вĕреннĕ.

Мĕншĕн ял хуçалăх профессине суйласа илнĕ-ха вăл? «Ялта çуралса ÿснĕрен, шкулта вĕреннĕ чухне биологи предметне кăмăлланăран», – çапла хурав парать паян Алексей. Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕскер, шкулта вĕреннĕ вăхăтра колхоз уйĕсенче çĕр улми пуç­тарнă, вырăнти хуçалăхра вăй хуракан ашшĕне тивĕç­нĕ çĕр пайĕсенче сухан, кишĕр, кăшман çитĕнтернĕ. Паянхи куна тĕп килте 3 ачаран пĕри те юлман пулсан та, Алексейăн ашшĕпе амăшĕ пай лаптăксем çинче пахча çимĕç ÿстерме пăрахман-ха. «Аслисем Самара тата Тольятти облаçĕсенче пурăнаç­çĕ, хам – Çĕнĕ Шупашкарта, май пур таран атте-аннене пулăшма тăрăшатпăр. Тăван киле кайса çÿреме вăхăт сахалтарах, тĕрĕссипе каласан, вĕсем хăйсем пире ытларах пулăшу кÿреç­çĕ», – çывăх çыннисем çинчен ăшă туйăмпа каласа парать Алексей.

Çамрăк «Атлашевский» СХК-ра агрономра 3 çул вăй хурать, çав вăхăтра нумай çĕннине ăса хывма ĕлкĕрнĕ. Пахча çимĕç тата тыр-пул ÿстерес меслете алла илнĕскер, халĕ нумай çул ÿсекен курăксене ÿстерес ăсталăха аталантарса пырать. Кашни çулах хуçалăхри агрономсем ăç­та мĕн акассине пĕлсе тăма ятарлă карта хатĕрлеç­çĕ. Ăна тунă чухне иртнĕ çул вăл е ку лаптăк çинче мĕнле культура акнине, мĕнле çум курăксем тупса палăртнине, кÿршĕлле мĕнле культурăсем пулнине шута илеç­çĕ. «Пысăк тухăç илес тесен тĕрлĕ пулăма шута илмелле, тĕслĕхрен, çĕр лаптăкĕ çине пĕр культурăна аксан, ун патне тепĕр 4 çултан кăна таврăнмалла», – вăрттăнлăхĕсен чаршавне кăшт уçать çамрăк специалист. Алексея ĕç­ре хавхалантарса тăраканни – мăшăрĕпе 2 çулхи тĕпренчĕкĕ. Çĕнĕ Шупашкарта хваттер тара илсе пурăнакансем хăйсен кĕтесĕ пирки ĕмĕтленеç­çĕ – «Çамрăк çемье» программăпа черет çитессе кĕтеç­çĕ.

Алексея тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн 2016 çулта райадминистрацин Хисеп хучĕпе чысланă. Кăçал вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕç­рĕ. «Атлашевский» СХК лаптăксене анлăлатсах пырать, эппин, агрономсен ĕçĕ те нумайланать. Хальлĕхе вĕсен тĕллевĕ – пахалăхлă выльăх апачĕ çитĕнтересси тата тыр-пултан пысăк тухăç илесси.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости