Çулталăк ырă хыпарпа пуçланчĕ

Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, обществăлла пурнăçра хастарлăх кăтартакан çамрăксемпе студентсене çулсерен ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантараççĕ. 2017 çулта ăна 994 çамрăк илсе тăрĕ – ку хушăва январĕн 5-мĕшĕнче Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.

Регион ертÿçи стипенди çамрăксене вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕсенче, наукăпа пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем тума, аталанса пыма хавхалантарасса çирĕп ĕненнине палăртнă.

Стипендиатсен йышĕнче – 30 çула çитмен районти пултаруллă 20 çамрăк та. Вĕсенчен пĕри – Янăш вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класра ăс пухакан Карина Зайцева. Вĕренÿре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан хĕрача районти тата республикăри олимпиадăсенче сахал мар малти вырăна çĕнсе илнĕ. Уйрăмах обществознанипе, историпе, вырăс литературипе кăтартусем аван унăн. Вĕренÿре тăрăшулăх кăтартнисĕр пуçне хастар çамрăк темиçе çул шкул ачисен «Радуга» пĕрлешĕвне ăнăçлă ертсе пырать. Унсăр пуçне Карина тантăшĕсемпе пĕрле социаллă проектсем хатĕрлесе республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса та палăрнă. Кăçал вĕсем карçинкка çыхма вĕрентекен презентаципе малти вырăна тухнă.

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçнĕ хыпара мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ-ха пултаруллă хĕрача? «Стипендиатсен ретне лекессе шухăшламан та, маншăн çак хыпар кĕтменлĕх пулчĕ. Малашне тата тăрăшарах вĕренĕп…» – тупа тунă евĕр илтĕнчĕç ахаль те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан хĕрача сăмахĕсем.

Кÿкеç лицейĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Софронова та телейлисен йышĕнче. Вĕренÿре тăрăшуллăскер районти тата республикăри олимпиадăсенче те лайăх кăтартусемпе мăнаçланма пултарать, юрлама тата ташлама ăста. «Вдохновение», «Веселый башмачок», «Созвездие талантов» тата ытти конкурсра палăрса сахал мар дипломпа хисеп хутне тивĕçнĕ. Стипендиатсен йышне кĕнине пĕлсен хĕрача питĕ савăннă. «Списокра тÿрех хамăн ята шырама пуçларăм. Пăлханнипе малтанах тупаймарăм-ха, хамăн хушамата курсан çав тери савăнса кайрăм, часрах килтисемпе хамăн савăнăçа пайлама васкарăм», – кăмăл-туйăма пытармасть мал ĕмĕтлĕскер.

Тепĕр пултаруллă ентеш – Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра дояркăра тимлекен Анастасия Владимирова та, Чăваш Республикин ял хуçалăх академийĕнче куçăмлă майпа вĕреннĕ вăхăтрах чĕлхесĕр янаварсемпе те ĕçлеме ĕлкĕрекенскер ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал пĕрремĕш хут тивĕçрĕ. Республикăри ял вăййисенче лайăх кăтартусемпе палăрнăскер, Раççей шайĕнчи ăмăртура та малти вырăна тухнă. «Иртнĕ çул та маншăн ăнăçлă пулчĕ, ку çулталăк та савăнăçлă хыпарпа пуçланчĕ. Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçни çинчен пĕлсен питĕ савăнтăм», – кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ пулнине пытармарĕ пултаруллă çамрăк. Ĕмĕтсем те пысăк 25 çулти пикен – «Çамрăк специалист» программăпа хваттерлĕ пуласса, çемьере ача сасси янăрама пуçласса шанать. Мĕнех, çамрăксемпе юнашар яланах ăнăçу пултăр!

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости