Çурчĕсем пуян, чунĕсем чухăн…

Çĕньялсем, ачасен çурăмĕ хыçĕнче ытла вăрах пытанмастăр-и эсир?

Июнĕн 5-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли кун – Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2017 çулхи çуркунне пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ субъекчĕсен экологи рейтингне пичетленĕ. Унта Чăваш Ен Тамбов облаçĕ, Алтай республикипе Алтай облаçĕ хыççăн 4-мĕш вырăнта тăрать. Экологи енчен чи таса 10 регион шутĕнче – Чĕмпĕр, Белгород облаçĕ, Мускав, Санкт-Петербург, Ростов тата Курск облаçĕсем те. Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕсен 14 субъекчĕ хушшинче вара – малти вырăнта. Çав вăхăтрах Çĕньялти евĕр тасамарлăх куç тĕлне пулсан регион татах та маларах вырăна та йышăнма пултарни пирки хаш! сывлатăн.

Сăваплă вырăн, анчах таса мар…

Аслă Çимĕке ял-сала çыннисем çăва-масар тирпейлесе кĕтсе илекенччĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче нумай ял тăрăх пуçлăхне сăмах патăмăр – кашниех хăйсен тăрăхĕнчи çăвасене йĕркене кĕртни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах чăннипе те çаплах-ши? Ял тăрăх пуçлăхĕсем отчет парассишĕн кăна сăмаха вылятмаççĕ-и-ха?

Çĕньял ял тăрăхĕнчи 7 ял çынни çĕре кĕнĕ çывăх çыннисене пытармалли вырăн вăл – Шăмăш çăви. Вулакан тилмĕрнипе çула тухрăмăр çак кунсенче масар çине. Çимĕк умĕнхи тата хыççăнхи тирпейсĕрлĕх чунне витернĕ унăнне. Çăва çинче субботниксене ирттернĕ-ха, анчах ĕçе вĕçне çитиех пурнăçламан – каяш куписене турттарса тухман. «Эпĕ кунта хĕрĕме пытарнă – унăн вил тăприйĕ çине час-часах килетĕп, тирпейлетĕп. Çăва çинче тасатасси пирки пĕлтерĕве курман. Кÿршĕ ялсем те çаплах калаççĕ, чылайăшĕ çăва çинче субботник ирттерессине сисмесĕрех юлнă», – лару-тăрăва уçăмлатрĕ хальччен субботниксенчен юлман Ксения Михайлова. «Çакăн пек таса мар çăва кама килĕшет-ши, сăваплă вырăн çапла пулмалла-и вара?» – ÿпкелешрĕ вăл вил тăприсем çине хуракан чĕрĕ мар чечек кăшăлĕсенчен, çÿп-çап хутаççисенчен, сапаланса выртакан ăпăр-тăпăртан тăракан каяш куписем çине тĕллесе кăтартса.

2012 çулта уçăлнă çăва çурри тулнă ĕнтĕ. Вилнĕ çынсене пытармалли лаптăк та хĕсĕнсех пырать, сăлтавĕ – çамрăк йывăçсем хунаса кайни. «3 çул каялла ял тăрăх пуçлăхĕ пулнă Евгений Зубков хунавсене кастарнăччĕ, унтанпа каллех ÿссе ларчĕç. Çын вилсен урăх ял чиккине кĕрсе кайса пытараççĕ – никамăн та йывăçсене кăкласа аппаланас килмест. Йĕрке çук», – чун ыратăвне пĕлтерчĕ хаш сывласа Ксения Петровна.

Çимĕкре пурте тенĕ пекех масар çине васкаççĕ. Хамăр асатте-асаннесене, пурнăçран уйрăлнă çывăх çыннăмăрсене асра тытасси – пирĕн, чĕррисен, сăваплă тивĕçĕ. Çав хушăрах, паллах, вĕсен вил тăприсене те пăхса тăмалла, йĕри-тавра та тирпейлĕх пултăр тесе тăрăшмалла. Шăмăш çăви çинче Çимĕк хыççăн тирпейлеме ĕлкĕреймен тейĕпĕр, анчах та пăхсанах паллă – çÿп-çапĕ çак кунсенче пуçтарăнни кăна мар… Çăва йĕри-тавра утса çаврăнсан та каяш пухмалли пĕр контейнер та куç умне пулмарĕ, çÿп-çап куписем вара – кашни утăмра тенĕ пекех…

Кăмпа евĕр ÿссе ларнă

Çăва çинчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн Çĕньяла çул тытрăмăр. Шупашкартан виçĕ утăмра вырнаçнă ял тăрăхĕ мĕнпе тĕлĕнтерме пултарать, пĕлетĕр-и? Капмар та çĕнĕ, илемлĕ çуртсемпе… Чăн-чăн поселок ÿсет аэропортпа юнашар, тинтерех хута кайнă икĕ хутлă çÿллĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ. Анчах кăмăла хуçаканни те юнашарах. Шăмăш çăви патĕнчен килекен тÿрĕ çула вырăнтисем лайăх пĕлеççĕ, тумхахлă, кукăр-макăр, тăпраллă, меллех мар. Çулăн икĕ айккипе хыт-хура ÿсет. Унта-кунта кăмпа евĕр çÿп-çап куписем мăкăрăлса лараççĕ, патнерех çитсе пынăçемĕн вĕсем стройка хыççăнхи ăпăр-тапăр пулни курăнчĕ.

Çĕньял салин тĕп урамĕ тасалăхпа кĕтсе илчĕ, кунта санкцилемен каяш куписем туллиех тесе калаймăн та. Вырăнти шкулта вăй хуракан Лия Васильева çÿп-çапа урама тăкакансемпе çак тăрăхра тымар янăранпах кĕрешет. «Кун пеккине эпĕ çуралса ÿснĕ Вăрнар районĕнче кураймăн. Ас тăвасса, çÿп-çапа килте çунтарса тăнă, урама нихăçан та кăларса тăкман. Кунта çунма пултаракан япаласене те тухса переççĕ вĕт! Кама валли пăрахаççĕ?» – чунĕ кÿтсе çитнине пытармасть вăл. Лия Витальевна ертсе пыракан 7-8-мĕш классенче вĕренекенсен экологи бригади кашни кĕркунне-çуркунне тавралăха илемлĕрех тăвас тесе нумай ĕç туса ирттерет. Салара йывăçсем çинче, çывăхри вĕтлĕхре вун-вун шăнкăрч вĕлли хăйĕн вырăнне тупнă – пурте вĕсем ачасем килĕсенче ашшĕсемпе, аслашшĕсемпе, пиччĕшĕсемпе ăсталанăскерсем. Янашкасси пĕви, ялти пĕве хĕрри, аэропорт-Çĕньял, Шанар-Çĕньял, Çĕньял-Янашкасси çул хĕррисем, Янашкассинчи плотина шкул ачисем тăрăшнипех тирпейленеççĕ.

Клуб хыçĕнчи тарăн çырма çĕньялсемшĕн тахçанах каяшсем пăрахмалли вырăн пулса тăнă. Юнашар вырнаçнă пĕве те хăйĕн илемĕпе савăнтармасть – çÿп-çап унта та лекнĕ. «Пĕлтĕр те ачасемпе çак пĕвери çÿп-çапа кĕреплесемпе туртса пуçтартăмăр, кăçал та тепре тухмалла пуль», – таврари тасамарлăхшăн кăмăлĕ хуçăлни курăнать Лия Витальевна сăмахĕсенче. Тавралăха тирпейлесси, хăтлăх кĕртесси – пĕр пĕчĕк ушкăн ĕçĕ кăна-ши? Лия Витальевна ачасемпе килсе пуçтарĕ тесе кĕтсе ларакансене намăс мар-ши вара? Мĕн кăна пăрахса тултарман тата çырмана – килте çунакан йывăç-тĕм çапписем, тĕрлĕ ăпăр-тапăр… Вилнĕ йытă кĕлетки те симĕс шăнасене пĕр çĕре пухса çавăнтах выртать вĕт-ха! Çырмаран санкцилемен свалка туса яракансем камсем? Салара пурăнакансемех! Ял тăрăх пуçлăхĕнче юлашки вăхăтра вăй хунă Алексей Васильев каяшсене тракторпа тĕктернĕ-ха, анчах хупласах лартайман.

Лавкка хуçине кам явап тыттарĕ?

Тепĕр ирсĕр вырăн – общество транспорчĕн юлашки чарăнăвĕнче – «Ландыш» лавкка тата кивĕ кантур çурчĕ хыçĕнче… Пырса кĕрсен хăраса кайăн – йывăçсен хушшинче çÿп-çап, кĕленче таврашĕ йăваланать – урапа пусма вырăн тупаймăн! Камсем хăйсем хыççăн çакăн пек нĕрсĕр йĕр хăварнă? Кам айăпĕпе çут çанталăк вараланать? Кам ирсĕрленет? Е Çĕньялта ĕçкĕçсем кăна-и?

«Ландыш» лавкка таврашĕнче те контейнерсем курăнмарĕç, ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх, кунта пухăнакан çÿп-çапа çунтарса тăраççĕ, кĕленче савăтсем вара, вут-çулăмра пĕтменскерсем, çаплипех купаланса выртса юлаççĕ.

Тата тепĕр вырăнпа паллаштарчĕç сала çыннисем – Çĕньялта санкцилемен свалка çĕпре çинчи пек сарăлса пырать. Кунта çÿп-çапа карçинккасемпе мар, машини-машинипе килсе тăкаççĕ. Строительство материалĕсем, çуннă пĕренесем, ытти ăпăр-тапăр тăкнă лаптăк пĕчĕкех мар. Ял çыннисем вырăнти колхозăн пилорама пулнă лапама тĕллесе кăтартрĕç. Ăна арендăна илнĕ организацире вăй хуракансем хапха тепĕр енче таçтан тиесе килнĕ çÿп-çап купинче металл шыраççĕ иккен. Кайран çÿп-çап ăçта ăсанать – пĕлекен çук, сас-хура кăна çÿрет. Иккĕленÿллĕ организаци тăрăшнипех салари санкцилемен свалка сарăлсах пымасть-ши – ирĕксĕрех пуçра çакăн пек ыйту çуралать?

Ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем кашни çулах субботниксем йĕркелеççĕ, çак ĕçе бюджет сферинче вăй хуракансене явăçтараççĕ. Çапах та ял-сала тирпейлĕхĕшĕн вĕсем кăна яваплă-ши? Çырмасенчи санкцилемен свалкăсене тĕп тăвасси камăн тивĕçĕ-ши?

Çĕньял ял тăрăх администрацийĕ:

– Çÿп-çап ыйтăвĕ яланах çивĕч пулнă, çакна ял тăрăхĕ икĕ хула хушшинче вырнаçни те пысăк витĕм кÿрет. Уй-хирте каяшсен куписем ÿсе-ÿсе ларнине пĕлетпĕр – кунта вырăнти халăхран ытла хуласенче ĕçлекен промышленноç предприятийĕсен айăпĕ пысăк – производство юлашкийĕсене ял тăрăх территорийĕсене килсе тăкаççĕ. Шăмăш çăви çинче çак кунсенче субботник ирттерĕпĕр, çак ĕçе депутатсемпе старостăсем, ял çыннисем хутшăнасса шанатпăр. «Ландыш» лавкка хуçи Маргарита Шорникова патне çÿп-çап куписене пĕтересси, контейнерсем вырнаçтарасси çинчен çырупа тухăпăр.

Сала çывăхĕнчи сарăлса пыракан санкцилемен свалка çинчен калас пулсан çакна палăртмалла – вăл Кадыков ячĕллĕ СХПК-колхоз харпăрлăхĕнче, çавăнпа çак ыйтупа ăна калаçтарма сĕнетпĕр.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости