Çамрăклăх эликсирĕпе

Амăшĕн кĕпе аркинчен ерсе çÿренĕ чухне те, мăнуксене утьăкка сиктерме тытăнсан та этеме амăшĕ кирлĕ. Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Сарапакасси тăрăхĕнчи Çатракассинче пурăнакан Маргарита Кондратьевăпа калаçса лартăмăр та – çак чăнлăха ниçтан та мар, пурнăçранах илни лайăх сисĕнме пуçларĕ.

Вар тĕпĕпе – хулана

Тĕлĕнмелле шăпаллă, хăйне евĕрлĕ çын вăл. Пурнăç кустăрми унăн çут тĕнчене килнĕ чухнехи самантранах авăрттарса-пĕтĕрттерсе чупма пуçланă та – унтанпа вăл лăпкă куснине Маргарита Константиновна ас тумасть те. Ĕнтсе хĕртекен июль уйăхĕ, пуçа çĕклеме çук вĕри. Лебедевсем колхоз валеçсе панă пайсем çинче утă çулса типĕтеççĕ. Аслă ывăлĕ амăшĕ умĕнче паккуссем вырттарса пырать, тепри – ун хыççăн. Ашшĕ пĕчченех капан хывать. Унччен те пулмасть, пилĕкĕ касса килнĕ Валентина Васильевна тĕмсем хыçне васкать. Вăл çăмăлланнă хушăра ашшĕ кăвапа касма çава çинçине симĕс курăкпа сăтăрса тасатнă та ĕнтĕ. Саппунпа чĕркесе çĕнĕ кайăка киле илсе килнĕ. Çак анасем тăрăх ыраш хушшипе ашшĕне апат çитерме çÿрени паян та аса килет: «Сапакисем питрен çапатчĕç, хĕрÿленсех чул таккаттăмăр». Икĕ чул хушшинче тырă авăртнине паянхи ачасене куç умне кăларма та йывăр паллах, анчах та Ритăн ачалăхĕ шăпах арманта иртнĕ.

Шел, Маргарита пĕве кĕрсе мĕнле хÿхĕм хĕр пулса çитĕннине ашшĕн курма пÿрмест – арманçă хĕрĕх саккăртах вĕсене тăлăха хăварать. Çак самантран Валентина Васильевнăн ачисемшĕн амăшĕ те, ашшĕ те пулма тивет. Хĕрне ялти тертлĕ пурнăçран хăтарас шутпах вăл çиччĕмĕш класс хыççăн Сăр Ирçе варĕсен тĕпĕпе тĕп хулана каякан автобус çине ăсатать. Тĕрĕссипе вара шурă Шупашкара вĕренес тĕллевпех каять-тăр-ха, анчах та ун чухне колхозра ĕçлеме вăй питти çынсем кирлĕ тесе хулана кайма ял советĕнче справка вăр-вар алă пусса паман. Анчах та харсăр Маргаритăна тытса чарайăн-и!? Пурнăç вара çамрăк хĕр вăйне заводра тĕрĕслеме тытăнать.

1962 çул. Атăл леш енчи пысăках мар вагонеткăран çĕршывĕпех кĕрлекен завод пулса тăрасса ун чухне Маргарита, маштехникумăн ĕнерхи вĕренекенĕ, паллах, шухăшлама та пултарайман. Паян вара вăл хăйĕн куçĕ умĕнче ÿссе тĕрекленнĕ «Контур» пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. «Акă ку – металл, ку – сталь-43, кăна хромпа витнĕ, ку вара – 45-мĕш» – тимĕре пĕрре пăхсах тĕс тăрăх уйăрма вĕреннĕ специалист вăтăр икĕ çул иртсен те вĕсен ячĕсене пĕр такăнмасăр асăнса тухать. Шăп çакăн чухлĕ вăхăт вăл вăй питти арçынсемпе тан республика промышленноçне çÿле çĕкленĕ. 1969 çулта вара, завода Атăл леш енчен куçарма тытăнсан, хăйĕнчен арматура решеткисем уйăрнă тĕрме çыннисемпе алла-аллăн вăй хуни те асрах. Директор иккĕленмен: «Лебедевăран контроль пулатех!» Шикленнĕ-и, шикленмен-и – кăна никама та кăтартман вăл. Завода яппунсен делегацийĕ пырса кĕрсен вара пĕррехинче тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ.

«Хĕвел Тухăç çĕршывĕнчен тĕрлĕ станок ярса паратчĕç. Рабочисем пĕрремĕшне пуртăпа-ломпа кĕтсе илчĕç – курупккине уçма май тупаймаççĕ. Яппун делегатне кĕтсе илес терĕмĕр. Чăнах та пĕр-икĕ кнопка кăна пусрĕ – ешчĕк уçăлса та кайрĕ, лом та, пуртă та кирлĕ пулмарĕ», – ĕнер пулнă пек каласа парать Маргарита Константиновна.

Ку вăхăт тĕлне çемьеленнĕ хĕрарăм, Шупашкар районĕнчи Çатракассинче çурт çĕклеме тĕв тунăскер, заводра выртакан тимĕр-тăмăра (строительствăра нимĕн те ытлашши мар!) тиесе тухма икĕ сехетлĕхе машина çыртарать. Завод ертÿçисем никама куç тĕлне курăнма хушман. Пилĕк минут кĕтет хайхи, вуннă, унтан тÿсĕмлĕхне çухатса водителе «ЗИЛа» кĕрлеттерме хушать. Эх, тытăнать вара завод çийĕн тĕтĕм-тусан мăкăрланма. Кузов çине тимĕр-тăмăр вăркăнать кăна! Яппунсем çăварĕсене карсах пăхса тăраççĕ çакна: «Вырăс арăмĕсем кунта та ĕлкĕреççĕ-çке-ха!»

Вĕреннĕ – чул çинче

«Пурнăç тăршшĕпех ăслă çынсенчен вĕренсе пынă эпĕ, çавăнпа та пĕлÿ илмесен те хама ыттисенчен кая туйман», – тет вăл. Пĕтĕм инженерсен инженерĕ, пĕлÿ илнĕ тĕк завод директорĕ те пулма пултарнă теççĕ ун пирки. Пĕрре тунă ĕçе нихçан та манман – яланлăхах чул çине юлнă.

Темĕн те курнă – супăнь татăкне, сахăр катăкне талонпа панă йывăр вăхăтсене те тÿснĕ. Штата чакарсан вара яла таврăнма тивет. «Кунта навус хырма та ĕç вырăнĕ çукчĕ. Ял халăхĕ ĕçе утнине чÿречерен пăхса юлаттăм та – чĕре сÿ! туса ырататчĕ. Мĕнле юрăхсăр этем пултăм-ха каплах?» – халĕ те аптăранăн хул пуççине сиктерсе ыйтать пиртен Маргарита Константиновна. Анчах вăл кĕрĕк арки йăваласа ларать-и? Тепĕр куннех ĕне кайса туянать. Çăмартапа пĕрле сĕт, тăпăрчă сутма илсе тухать. Унччен те пулмасть – сельсовета чĕнтереççĕ. Ялти культура çуртне заведующи кирлĕ-мĕн.

«Фуфайкисем хуралса йăлмакаланнă, урисем лапра кăна. Çитменнине тата ÿсĕр», – ял çамрăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманнипе аптăранă çĕнĕ ĕçчен. Культура çуртне кĕреççĕ вĕт – тасарах тумланма ÿкĕтлени нимпе те пулăшу кÿмен. «Ялта каять!» – алă сулнă кăна лешсем. Икĕ-виçĕ кунран ÿсĕрсемпе ĕçлесе чăтăмлăхĕ пĕтнĕ специалист сельсовета каять. Ĕçрен кайма заявлени çырма тăнă чухне ăна: «Ырантан эсĕ çамрăксемпе ĕçлекен инспектор пулатăн!» – тесе хĕрлĕ хуплашкаллă удостоверени тăсса параççĕ. Ун витĕмне вара завклуб çав каçах туйса илет: нихçан итлемен çамрăксем клуба яп-яка, тăп-тăр урă çÿреме тытăнаççĕ.

«Ял тăрăх ертÿçинче ун чухне паян райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ĕçлетчĕ. Гитара та калатчĕ, юрлатчĕ те. Ансамбле çÿретчĕ – ял çыннисемшĕн тĕслĕх пулнах, – халăх та юрă-кĕвĕпе çывăхланчĕ, хорта юрлакансен йышне ÿстерсех пытăмăр», – аса илет Маргарита Константиновна кăмăллăн. Тивĕçлĕ канăва тухиччен газ та кĕртсе хăварать вăл, унччен вара электричествăпа ăшăннăскере сетьрен татса янă хыççăн миçе каç сивĕ клубра ирттерме тивнине хăй кăна пĕлет.

«Аннене пурăннă чухне упрăр…»

«Кăвакарчăн пулинччĕ эпĕ – хамăн тăван хĕрĕм патне вĕçсе килĕттĕмччĕ, кăлтăртатăттăмччĕ унпа…»,– кĕçĕн ывăлĕ Ленинграда мăнукĕсене пăхма илсе кайсан ватă амăшĕнчен çакăн пек çыру илет хĕрарăм. Самолет çине билет туянать те кĕçĕн хĕрĕпе ăна илсе килме çула тухать. Çыру пирки шарламасть, амăшне çула пуçтарма тытăнать. Аэропортра лавккана кĕрсе тухать, таврăнать те – сак çинче мăнукĕ кăна. «Валентина Васильевна Лебедева, сире хĕр кĕтет!» – руппорпа икĕ хут пĕлтерчĕç. Икĕ салтак аннене çавăтнă – ман пата илсе пыраççĕ», – сÿтĕлет аса илÿ çăмхи.

Икĕ-виçĕ эрне те иртмест – амăшĕ ача пек нăшăклатса Çатракассинчен тăван ялне, Етĕрне тăрăхне, каяс килни пирки пĕлтерет. «Ĕне çурт умне пырса тăнă та – ăçта-ши манăн хуçа, мĕншĕн хапхана уçмасть тесе ĕнĕрлет», – тет. Ÿкĕте кĕртет ватă. Маргарита амăшне яла леçет. Уйăхран – телеграмма: «Сирĕн аннĕр килтен тухса кайнă». Ун чухне сельсовет председателĕнче ĕçленĕ йыснăшĕ шырава пур вăйпитти çынна та явăçтарать. Улăх-çарана, вăрмансене тĕрĕслеме аслăрах классенчи виçĕ класа уйăрса параççĕ. Апрель варри. Виçĕ талăк ухтараççĕ тавралăха. «Анне, сана миçе мăшăр куç шырать! Сассуна пар-ха!» – чуна витерсе илтĕнеççĕ хĕрĕ Турăран ыйтса йăлăннă самахсем. – Таптанă курăк йĕрĕпе кайса малтанах калушсене тупаççĕ. Каярах уйран иккĕн чупса таврăнаççĕ. Пичче! Унпа пĕрлех – атте йăмăкĕн тăванĕ, калаçаймасть вăл, анчах тем пĕлтересшĕн. «Капла-и? – тетĕп алăсене кăкăр çинче хĕреслесе. Пуçĕпе сулать – çук иккен, сывах. Мунча хутса ятăмăр. Кĕсйисенче çăка çулçисем, çăварĕнче те. Уçă пĕлĕт айĕнче выртатăп, ачасем ăçта-ши манăн тесе пулăшу кĕтсе выртнă вăл. Кайран шутласа кăлартăмăр та – ураран ÿкиччен 7 километр утнă. Килне илсе çитерсен вăйран кайнипе кашăк та тытаймарĕ. «Эсĕ пĕчĕк чух сана кашăкран çитереттĕм, халĕ вара санăн мана пăхмалла пулчĕ», – тет хăй. Питĕ вăйлă шăннă, ÿпке чирĕпе пурнăçăн 78-мĕш çулĕнче пиртен уйрăлчĕ. Çав кун кĕтнĕ мана вăл, паян килетех тенĕ имĕш. Çитрĕм те – ăшах – анчах та яланхилле сăмах хушмасть. Анне – чи çывăх çын. Ăна пурăннă чухне упрăр», – пиллерĕ пире хурланса куççуль витĕр. Ашшĕне, унтан икĕ пиччĕшне çухатнă çирĕп хĕрарăмăн куççулĕ пулчĕ ку.

Пурнăçăн хура-шурне пайтах курнă Маргарита Константинова пуçне усмасть. Йăпанма алă ĕç те тăвать, юрлать те, сăвăсем те шăрçалать, карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. Хÿхĕмлĕхе, илĕртÿлĕхе упрама вара ăна «çамрăклăх эликсирĕ» пулăшать-мĕн. Унăн рецепчĕ ансат – шăлан çеçкисене сахăрпа тÿсе хĕле валли хатĕрлемелле кăна. Кашни кун пĕрер кашăк çини чăнах та çулсене чакарать – кăна редакци журналисчĕсем хăйсем те тĕрĕслерĕç, тарават кил хуçи варение пире те ас тивме сĕнчĕ.

Виктория Вышинская

Редакцирен: Эсир вара «Тăван Ен» журналисчĕсене паянах мĕнпе тĕлĕнтерме хатĕр? Ашшĕн тата Амăшĕн çулталăкĕнче эпир йыхрав яракан кашни килех çитсе килме май тупăпăр. Шăнкăравлăр!

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости