Cуйласа илнишĕн ӳкĕнмест

«Çумăр çăвать-и е çил-тăман,

Телейлĕ çул пултăр саншăн ялан…» – сунас килет Ишекри почта уйрăмĕнче тăрăшакан Рена Геннадьевна Иванова почтальонкăна. Икĕ яла, Мăн Маркапа Малтикаса, нумай çул хушши хаçат-журналпа тивĕç­терсе тăрать вăл. Пурнăç çулĕ унăн тӳрех почта ĕçĕпе çыхăнман-ха.

Рена Муркаш районĕнчи Хорнкасси ялĕнче 1965 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче сакăр ачаллă çемьере кун çути курнă. Паянхи куна икĕ пиччĕшĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă, ултă аппăшĕ-йăмăкĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнаç­çĕ. Йăмăкĕ 6 уйăхра чухне ашшĕ сарăмсăр çĕре кĕрет вĕсен. Амăшĕн пĕчченех ачисене ура çине тăратма тивет. Çĕнĕ пÿрт те хăпартнă, хуралтă таврашне те çавăрнă. «Ÿснĕ чух аннене кулянтарман эпир», – аса илет паян Рена Геннадьевна. Юськассинчи вăтам шкула пĕтерсен пурнăç хĕре Вăрнарти совхоз-техникума илсе çитерет. Унта агрономи уйрăмне вĕренсе пĕтерсен 1986 çулта Шупашкар районĕнчи «Слава» совхоза направленипе ĕç­леме яраç­çĕ. Малтанах 4-мĕш уйрăмра бригадир пулăшуçинче, унтан Ишекри теплицăра бригадирта ĕç­лет. Ун чухне, совхоз аталаннă вăхăтра, кашни кун хăяр, помидор икшер машина та ăсатнă, купăста калчи çитĕнтернĕ.

Çатра Марка каччипе Анатолий Андриянович Ивановпа (вăл водительте вăй хунă) 1991 çулта туй кĕрлеттерсе пĕр çемье çавăрнă. Хунямăшĕпе çичĕ çул, хуняшшĕпе 17 çул пĕрле пурăнса пĕр сивĕ сăмах илтнине ас тумасть Çатра Марка кинĕ. Çыпăçуллă алă-ураллă та çепĕç чĕлхеллĕскерпе ним пайламалли те тупăнман ватăсен. Сăмах май, Андриян Иванович – вăрçă ветеранĕ, наградăсем кăкăр туллиех пулнă унăн. Халĕ вĕсене ачисемпе мăнукĕсем типтерлĕн упраç­çĕ.

Çулталăкран хĕрĕ Роза çут тĕнчене килет Ивановсен, унтан Рена мăшăрне Петрпа Иван ывăлсем парнелет. Роза И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне пĕтернĕ, Шупашкарти 62-мĕш номерлĕ шкулта чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕç­лет, çав вăхăтрах Тракторсем тăвакансен Культура керменĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕнче те выляма вăхăт тупать. Петр ывăлĕ электромеханика техникумне пĕтернĕ, хĕсметре те пулнă, халĕ Шупашкарта хăйĕн специальнăçĕпе ĕç­лет. Кĕçĕнни Иван Ишекри вăтам шкулта кăçал 9 класа ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ.

Мăшăрĕ Анатолий Ишекри АЗС-ра вунă çул ытла заправщикре тăрăшать.

Рена Геннадьевна Ишекри почта уйрăмĕнче 2005 çултанпа ĕç­лет. Почта уйрăмĕ çĕнĕ çурта куçнă хыççăн ĕç условийĕсем лайăхланни ĕç­лес кăмăла çĕкленине палăртать вăл. Ĕç укçи пысăках мар пулсан та çынсемпе курса калаç­ма май пурри паха. «Мĕн пурнăç тăршшĕпех халăхпа хутшăнса ĕç­ленĕ те пĕртте килте ларас килмест, – ăшшăн пуплет почтальон, – хамăр уйрăм пуç­лăхĕ Эльвира Геннадьевна Таланцева та яланах ăшă кăмăллă, ĕç­лес хавхаланăва коллективри туслăх та ÿстерет».

Вырăнти халăх «Тăван Ен» хаçата кăмăлласах вулать. Почтальон вăл вулакан чи хапăл туса йышăнакан кăларăмсенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ. Тăрăшуллă ĕç­чене хаçат-журнала сарас ĕç­ри лайăх кăтартусемшĕн Тав хучĕпе те хавхалантарнă.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка ялĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости