Çула пÿлсе лартнă

Иртнĕ эрнере РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнче 12 преступление шута илнĕ – кун пирки эрне пуçламăшĕнче райадминистрацире иртекен планеркăра шалти ĕçсен пайĕн участковăйсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Рябов пĕлтернĕ. Вĕсенчен пĕрне кăна иртнĕ эрнере тунă, чылайăшĕ – экспертиза хыççăн пуçарнисем. 9-не уçса панă.

Эрне сводкинче – йĕрке хуралçине тапăнни, тĕрĕсрех, полицейскисен автомашинине сиен кÿни, вăрлани, Çĕнĕ Тутаркассинче спиртлă шĕвек сутнă тĕслĕхсем.

Мартăн 4-мĕшĕнче каçхине «Мускав-Ĕпхÿ» çул çинче, Станъял çывăхĕнче виçĕ транспорт çапăннă. Йĕрке хуралçисем палăртнă тăрăх, пысăк тиевлĕ фура çул хĕрринчи карта çине кĕрсе кайнă та çавна май çулăн икĕ енне те пÿлсе лартнă, «Шупашкар-Мускав» маршрутпа пыракан икĕ автобус ăнсăртран сиксе тухнă лару-тăрура чарăнса ĕлкĕреймен, фурăпа çапăннă… Аварире 6 çын суранланнă, пиллĕкĕшне вырăнтах медицина пулăшăвĕ панă, тепĕр çыннăн больницăна кайма тивнĕ. Икĕ автобусра 60 пассажир пулнă. Вĕсене çул-йĕр инспекторĕсем ытти маршрутпа ăсатнă. Пурĕ кăçал районта 101 аварие регистрациленĕ, 22-шĕнче суранланнисем, иккĕшĕнче вилнисем пур.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости