Çулталăкри девизсене палăртрăмăр

Чăваш Ен массăллă информаци хатĕрĕсем Пичет кунне анлăн паллă турĕç

Журналистсем – пурнăç уттинчен юлмасăр халăха яланах оперативлă, тĕрĕс информаципе тивĕçтерессишĕн тăрăшулăх кăтартакансем, обществăри хутшăнусене йĕркелеме пулăшакансем. Вĕсен пултарулăхне, ăсталăхĕпе тăрăшулăхне пулах çынсем куллен районти, республикăри, çĕршыври çĕнĕ хыпарсене пĕлсе тăраççĕ. Шăпах массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене, полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх филармони çурчĕ професси уявне паллă тума хăйĕн ытамне пуçтарчĕ.

Уяв сĕмĕ фойерех сисĕнсе тăчĕ, хăнасем пĕр-пĕрне йăл кулăпа, ăшă та ырă сăмахсемпе саламларĕç. Иккĕмĕш хутра вĕсене Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли, йывăç урасем çинче утса çÿрекен акробатсем кĕтсе илчĕç. Волонтерсем сĕннипе мероприятие килнисем хут çинчи куç умне чи малтан лекнĕ сăмахсене – 2017 çулти девиза – суйласа илчĕç. Хаваслă калаçу, ăшă сăмахсем, сăн ÿкерчĕксем, пуян куравсем – акă мĕнпе асра юлчĕ уяв пуçламăшĕ.

Пичет ĕçченĕсене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламласа сăмахăн хăватлă вăйне çынсен ырлăхĕшĕн усă курмаллине каларĕ. «Массăллă информаци хатĕрĕсенче ырă кăмăллă та пултаруллă, ĕçе чунтан парăннă çынсен, чăн-чăн патриотсен ĕçлемелле. Чăваш Енĕн медиауçлăхĕнче шăпах çакăн пек çынсем вăй хунине çирĕп шанатăп», — терĕ вăл. Регион ертÿçи массăллă информаци хатĕрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçланине палăртрĕ: информацие сарнисĕр пуçне вĕсем çынсене вĕрентсе общество умĕнчи çивĕч ыйтусене палăртаççĕ, влаçпа халăх хутшăнăвне йĕркелеме пулăшаççĕ.

Пичет отраслĕнчи çитĕнÿсем çинчен ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов каласа пачĕ.

Вăл 2016 çулта нумай хаçат редакцийĕ юбилей паллă тунине, пичет кăларăмĕсем тиражсене сыхласа хăварассишĕн нумай ĕç туса ирттернине асăнчĕ, массăллă информаци хатĕрĕсене Чăваш Енри мероприятисене вăхăтра тата тĕрĕс çутатса тăнăшăн тав турĕ.

Министр цифрăсен ĕмĕрĕнче пичет кăларăмĕсен ăнăçлă тата вăхăтпа тан ĕçлесе пыма çĕнĕ инструментсене кĕртмеллине, бизнес-модельсем йĕркелемеллине палăртрĕ. «Улшăнусенчен хăрама кирлĕ мар», – ăс пачĕ вăл.

Уявпа пухăннисене ЧP Патшалăx Канашěн Председателě Валерий Филимонов тата ытти сумлă хăна та саламларěç.

Пичет кунĕ кăçал пĕрремĕш хут «Çутатма вăхăт» девизпа иртрĕ. Уява ертсе пыракан ыйтнипе залра ларакансем хунарсемпе çутатса асамлăх сĕмĕ кĕртрĕç, калăн, пуласлăхра та чăваш халăхĕшĕн пĕр пулса вăй хума калаçса татăлчĕç.

Мероприятире ĕçpe палăpнисене, конкурссенче çěнтернисене наградăceмпе чысларĕç. Сцена çине «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те хăпарчĕç. «Чăваш Ен террора хирĕç» республика конкурсĕнче пай редакторĕ Любовь Семенова çĕнтернĕ, çавăншăн хаçат редакцине дипломпа чысларĕç, тĕп редактор çумĕ Виктория Вышинская коррупцие хирĕç конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнса дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости