Çумăр та кансĕрлемерĕ

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ те Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипех кĕтсе илме хатĕрленет. Ялсенче субботниксем иртеççĕ. Тавралăх таса пулни пуриншĕн те лайăх-çке.

Атăлъялта пурăнакансем çумăра пăхмасăрах, çак сăваплă ĕçрен аякра юлмарĕç, пĕр шухăшлăн клуб патне субботника пуçтарăнчĕç. Ĕçе ялти культура çурчĕн ертÿçипе Кристина Семеновăпа пĕрле йĕркелерĕмĕр. Тирпейлемелли вара çуркунне çителĕклĕ: çула тикĕслемелле, палăк тавра тирпейлемелле, юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа тасатмалла… 30 çынран тăракан туслă йышпа ĕçлерĕмĕр. Культура çурчĕ умĕнчи лапама Алексей Андреев тракторпа якатрĕ, арçынсем шыва аяккалла юхса кайма канав чаврĕç, хĕрарăмсем хăрăк туратсене кĕреплепе пуçтарчĕç. Малтанах Владимир Матюшкин, Эдуард Прокопьев, Сергей Моисеев вăрмантан чăрăш хунавĕсем кăларса килсе Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене халалласа пĕлтĕр лартнă паркри хăрăк йывăçсем вырăнне лартрăмăр. Çумăр вăйлă çуса тăнă вăхăтра клубра пуху иртрĕ. Унта Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов тата ЧР таврапĕлÿçисен председателĕ Сергей Сорокин хутшăнчĕç. Пухăннисем пĕвене йĕркене кĕртессине, урамри контейнерсенчи çÿп-çапа турттарассине тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. Алевтина Романова Крестьянски, Первомайски урамĕсенчи тата ГЭСстройпа «Торговый» тăкăрлăкĕнчи йăлари хытă каяша илсе тухма, пĕлтĕр 21 кил-çурт кăна тÿленине, ыттисем укçа-тенкĕ паманнине пăшăрханса каларĕ. Кристина Семенова, список тăрăх вуласа панă май, кашни çын çулталăкне 504 тенкĕ тÿлемеллине палăртрĕ.

– Субботникра пуçтарнă çÿп-çапа, пĕр хут ял тăрăх администраци тÿленипе илсе каятпăр. Ыттине ятарлă организаципе килĕшÿ туса турттармалла пулĕ, – терĕ Олег Ерманов. Пĕве çинчи пăрăхăн анине тикĕслесе, люк лартса хăварма сĕнÿ пачĕ. 6 çул ял старостинче вăй хунă Владимир Андреев, çурхи ĕçсем пуçланнă май хăйне çак тивĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Унăн ĕçне ырă сăмахсемпе палăртрĕç. Ял старостине ялти активлă çамрăка Владимир Матюшкина суйларĕç. ЧНК малашне Станъял çывăхĕнчи этнопаркра ирттерме палăртнă ĕçсем çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ: июнĕн 24-мĕшĕнче унта пур çĕртен килнĕ таврапĕлÿçĕсем пухăнаççĕ, хăйсен центрне туса хураççĕ. Июнĕн 25-мĕшĕнче Станъял çĕрĕ çинче «Чăваш Акатуйĕ» пулать, кунта пĕтĕм Раççейри чăвашсем – Крымран, Тюменьрен, Красноярск тăрăхĕнчен т.ыт. çĕртен – килеççĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен ял тăрăхĕсем палаткăсем лартса, вăйăсем ирттереççĕ.

ПĔЛСЕ ТĂМА

Июнĕн 25-мĕшĕнче Станъял çĕрĕ çинче «Чăваш Акатуйĕ» пулать, кунта пĕтĕм Раççейри чăвашсем – Крымран, Тюменьрен, Красноярск тата ытти çĕртен – килеççĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости