Çын чунне сиплекенсем

Июнĕн 8-мĕшĕ – социаллă ĕçчен кунĕ

Районти тĕп культура çуртĕнче тĕрлĕ професси çыннисене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Эрне пуçламăшĕнче унта социаллă ĕçченсем професси уявне паллă тума пухăнчĕç. Вĕсене саламлама Шупашкар район пуçлăхĕ Алевтина Исаева килчĕ.

Ăшă-ăшă сăмахсем

Уяв яланхи пекех асăннă тытăмра нумай çул ĕçлекенсене, тăрăшуллисене чысланинчен пуçланчĕ. Вĕсем Шупашкар районĕн Хисеп грамотисемпе райадминистраци пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç. «Социаллă ĕçчен профессийĕ – кирлĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ професси. Унта ырă кăмăллă, ыттисен нушине чĕре çывăхне илсе пулăшма пултаракан ырă чунлă çынсем тăрăшаççĕ», – палăртрĕ Алевтина Михайловна.

Салам сăмахне уяв хуçисем патне çитерекенсем пурте социаллă ĕçченсен чун ăшăлăхне палăртрĕç. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан тытăмра кашниех вăй хураймасть, чунпа парăннисем вара çак профессие нихăçан та алăран ямаççĕ. Ватăсемпе хÿтлĕх кирлисене ĕçпе кăна мар, ăшă сăмахпа та пулăшмалла. Социаллă ĕçченсемшĕн чи малти вырăнта ырă кăмăллă, çынсене пулăшма хатĕр пулни. Çакăн пек паха енсемпе уйрăлса тăраççĕ те вĕсем ытти специалистран.

Цифрăсен чĕлхипе

Районта 136 социаллă ĕçчен тăрăшать.

Тĕрĕс çул суйланă

Вĕсенчен пĕри – халăха социллă хÿтлĕх паракан центрта тăрăшакан Екатерина Москаленко. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче вăл – 11 çул. Педагог профессине суйласа илнĕскер асăннă тытăма ăнсăртран лекнĕ темелле. Социаллă ĕçченре тăрăшма пĕчĕк опыт та пулнă, килĕнче ватă тăванне пăхнă. Унтан Толик Хураскинчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра тимленĕ. Унти ватăсене куçарма тивсен вара чунĕ чăннипех те ыратнă иккен, вĕсемпе пĕр çемьери пекех пурăннă-çке.

– Çынна мĕнле те пулин пулăшу пама, ырă тума пултарсан чĕререн хĕпĕртетĕп эпĕ, – тет Екатерина Москаленко. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнине пĕлтерет вăл, çавăнпа та хăйĕн ĕçне чунтанах килĕштерет, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Екатерина каланă тăрăх, вĕсен профессийĕнчи чи кирли – сисĕмлĕ пулни, хÿтлĕх кирлисен ыратăвне туйма пĕлни, кирлĕ чухне вĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ларни.

Светлана Яландаева – награда илнисен йышĕнче унăн ячĕ те пур – Кăшавăшри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра 20 çул ытла поварта ĕçлет. Хăйĕн профессийĕ пирки калаçнă чухне вăл та маларах асăннă сăмахсенех аса илчĕ: ватăсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне уçма, юрама пĕлни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Аслă çултисемпе эпир пĕр çемьери евĕрех. Хăш чухне вĕсем пире сĕнÿ-канаш пани кăна мĕне тăрать!» – шухăшне пĕлтерчĕ Светлана. Ватăсенчен тав сăмахĕ илтни вара чĕре çине çу сĕрнĕ евĕрех-мĕн, социаллă ĕçченсемшĕн унтан хакли урăх нимĕн те çук.

Хыркассинчи ветерансен çуртĕнче виççĕмĕш çул пурăнакан Николай Иванов хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă. «Пире кирлĕ чухне яланах пулăшаççĕ. Юлашки вăхăтра акă рацион тата та пуянланчĕ, тутлăрах çитерме тытăнчĕç», – кăмăл-туйăмне пĕлтерчĕ вăл. Пушă вăхăта ирттермелли майсем те çителĕклĕ. Аслă ăру çыннисемшĕн çакăнтан пахараххи тата мĕн пултăр?

Историрен

Социаллă ĕçчен кунне паллă тăвасссине РФ Президенчĕн 2000 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ. Вĕсен професси уявĕ валли шăпах çак куна суйласа илесси 1701 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче I Петĕр патша патшалăхăн социаллă хÿтлĕх тытăмне йĕркелес Указа кăларнипе çыхăннă.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости