Çăва пуçĕ – I тĕнче вăрçин ветеранĕ

Масар вăл – сăваплă вырăн. Пирĕн ялăн çăви хамăр ялтан инçех мар, Тухăçтĕл вăрманĕ пуçланнă çĕрте вырнаçнă. Маларах атăлъялсем çĕре кĕнĕ çывăх çыннисене Çÿлтикасси çăви çинче пытарнă пулсан, халĕ кунта çÿреççĕ. Йывăç хĕрессем те тимĕррисемпе ылмашăнчĕç, чылай вил тăпри çинче мрамортан тата ытти материалтан тунă плитасем вырăн тупрĕç. Çимĕкре тата ваттисен кунĕсенче çынсем çăва çине килсе тăванĕсене асăнаççĕ.

Масар çине чи малтан пытарнă çынна çăва пуçĕ тесе калаççĕ. 1947 çулта уçăлнă çăва çине чи малтан ялти хисеплĕ çынна, I Тĕнче вăрçин ветеранне Ананий Прокопьевич Романова пытарнă. Сăн ÿкерчĕкре шăпах ăна куратпăр. Атăлъялти Прокопий Романов çемйинче 6 ывăл: Риван, Иван, Федот, Данила, Ананий тата Степан пулнă. Ананий Романов 1885 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Çÿлтикасси шкулĕнче 2 класс вĕреннĕ. Çамрăк ялти хăйĕнчен 2 çул кĕçĕнрех хĕрпе Ефима Ильинична Семеновăпа çемье çавăрнă. Вĕсен 6 ача: 5 хĕр тата пĕр ывăл пулнă. 1914 çулта Ананий Романова I Тĕнче вăрçине илсе кайнă. Вăл 1916 çулхи пĕр çапăçура тыткăна лекнĕ. 7 çул Германи çĕрĕ çинче тыткăнра пулнă хыççăн тин тăван яла таврăннă. Сăмах май, пирĕн ялти Филипп Матюшкин та 1915 çулта аманса чăваш халăх çыравçипе Çемен Элкерпе пĕрле пĕр лагерьте тыкăнра пулнă. Çыравçă «Вутпа çулăм витĕр» кĕнекинче çав тапхăрти çапăçусем тата тыткăнри салтаксен тертлĕ пурнăçĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.

1924 çулта Романовсен çемйинче 6-мĕш ача, хĕрĕ Ольга çуралать. 6 ывăлтан пурте I Тĕнче вăрçи витĕр тухса тăван яла таврăнаççĕ, çемье çавăраççĕ. Ананий Романов вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, хăйĕн лашипе вутă турттарнă, çурт лартнă. 1930 çулсенче колхоза кĕрсе тăрăшса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан унăн «Дамка» ятлă лашине вăрçа илсе кайнă. Ананий вара вăкăрпа ĕçленĕ вăхăтра аллине сусăрлатнă. Ăна 1947 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çĕнĕ çăва вырăнĕнче пуçласа пытарнă. 1958 çулта мăшăрне Ефимăна та унпа юнашар пытарнă. Çăва çине килекен ял çыннисем авалхи йăлапа çăва пуçне хисеплесе пуç таяççĕ. Халĕ Ананий Романовăн тĕп килĕнче унăн мăнукĕ Владимир Алексеевич çемйипе пурăнать. Ĕлĕкхи сумлă çынсене манăçа кăларманни, хисеплени малашне те йăларан тухмасса шанатпăр.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости