Çĕнĕ çулта инкек ан пултăр

Синоптиксем палăртнă тăрăх, çитес эрнере çанталăк сивĕтмелле, сывлăш температури 20°C та аяларах анмалла. Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче чăн-чăн хĕл хуçаланни, паллах, лайăх, анчах та çакă асăрханулăха темиçе хут пысăклатмалли сăлтав та. Чухларăр пулĕ мĕншĕнне? Халăхăн пысăк йышĕ январĕн 9-мĕшĕччен канать, çак вăхăтра тăван-пĕтенпе, тус-юлташпа курса калаçма, уява паллă тума васкать. Тулли кĕрекере вара тутлă апат-çимĕçпе пĕрлех эрех-сăра та пур. Шăп та лăп хаяррине ĕçни, уйрăмах виçесĕр, уявăн сивĕ кунĕсенче инкеке çаврăнма пултарать те, мĕншĕн тесен ÿсĕр çыннăн организмĕ хăвăрт шăнать. Пĕлетĕр ĕнтĕ, ку сăлтавпа кăçал Шупашкар районĕнче синкерсем пулчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти Следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне виçĕ çын шăнса вилнĕ – Шупашкаркассинче, Иккассинче, Йăлăмкасра.

Хаклă вулаканăмăрсем, Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсем мĕнле иртесси хăвăртан нумай килет. Савăк праçниксене инкеке çавăрма ан парăр, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр, эрех-сăра ĕçнĕскерсене вара килне çитерме ан ÿркенĕр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости