Çĕнĕ çул асамĕ

Çĕнĕ Çул! Мĕн пур-ши унран асамлăраххи? Çĕнĕ çула кашни ача чăтăмсăррăн кĕтет. Пирĕн шкул ачисем те уява тĕплĕ хатĕрленчĕç, уроксем хыççăн юлса хăйсен класĕсене илемлетрĕç, юр пĕрчисем касса чÿречесем çине çыпăçтарчĕç. Коридорсене те капăрлатмасăр хăвармарĕç. Унта ачасем хăйсем ăсталанă интереслĕ теттесем çакса тухрĕç. Чÿречесем çинчи илемлĕ ÿкерчĕксем куçа илĕртсе тăчĕç. Хĕл Мучи хăй килсе эрешсем йĕрлесе хăварнă тейĕн.

Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн шкул асамлă тĕнче пулса тăчĕ. Çĕнĕ çул уявне ирттерме Светлана Данилова учительница ачасене питĕ нумай çĕнĕ юрă, ташă вĕрентрĕ. Вăл кулăшла сценкăсем, вăйăсем питĕ нумай шухăшласа кăларчĕ. Вĕрентекен ачасене тĕрлĕ костюм хатĕрлеме пулăшрĕ, кирлĕ сĕнÿсем парсах тăчĕ.

Вĕрентекенсем пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе Çĕнĕ çула аван хатĕрленсе кĕтсе илтĕмĕр.

АНАСТАСИЯ ИЛЬИНА, ТĂРĂН ШКУЛĔ 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости