Ĕç çывăхлатнă

Ÿкерчĕке 1964 çулта эпĕ Çĕрпÿ ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне ÿкернĕ. «Агрономия» программипе пире Çĕрпÿ районĕнчи «Опытный» станцине практикăна илсе кайрĕç. Çитсенех кашнинех виçшер йăран хушшине çумласа тата кăпкалатса тухмалла тесе уйăрса пачĕç.

Вĕрентекен мана асли вырăнне хăварса «Пурте хăйсен пайĕсене пĕтерсен «мотыксене» завхоза кайса парăр», – терĕ. Икшер касă çумласа тухсан ывăнтăмăр, тантăшсем кăнтăрлахи апат çисен тепĕр кассине килсе тăватпăр текен шухăш патне килсе тухрĕç. «Халĕ 11 сехет анчах, кăнтăрлахи апатчен тепĕр кассине те пĕтеретпĕр», – тетĕп вĕсене. Вĕсем вара пурте тенĕ пекех кутăнлашма пуçларĕç. «Апла пулсан эпĕ пĕчченех кайса хамăн пая пĕтеретĕп», – тетĕп çаксене. Вĕсем мана хирĕç. «Сана та ямастпăр, эсĕ кайса пĕтерсен пире намăс пулать», – теççĕ çаксем. «Один в поле не воин» тесе вĕсем хыççăн столовăйне утма лекрĕ.

Тепĕр сăн ÿкерчĕке, шăллăм каланă тăрăх, 1952 çулта Карл Маркс урамĕнче республикăри ял хуçалăх институчĕне вĕренекенĕсем валли тăвакан общежити умĕнче ÿкернĕ. Общежитине хăвăртрах туса пĕтерес тесе ун чухне студентсене çапла чĕнсе каланă: «Кам та кам хăйĕн ирĕкĕпех общежитие тума пулăшма килĕшет, вĕсене чи малтан общежитие вырнаçтаратпăр». Хуларан аякра пурăнакансем хаваспах пĕр бригада пухăнса вырсарникунсенче ĕçлеме çÿренĕ. Çамрăксем рабочисене валли кирпĕч, хăйăр тиесе килсе пушатнă, çÿлти хутсене кирпĕч хăпартса купаласа хунă. Çак бригадăра манăн Валерий шăллăм та пулнă. Унăн икĕ юлташĕ, Янăшри Валентин Васильев (сулахайри) тата Макаçри Леонид Матросов (сулахайран виççĕмĕш). Вĕсем виççĕшĕ те çĕнĕ общежитинче пĕр пÿлĕмре пурăннă. Каярахпа эпĕ те вĕсем пекех ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне çав общежитинчех пурăнтăм. Пĕр килтен 2 зоотехник пулса тăтăмăр вара. Вĕренсе пĕтерсен Валерий шăллăма (1932-1984 çç.) Удмуртие ячĕç, малтанах вăл Шаркан районĕнче тĕп зоотехникре, каярахпа Воткинск районĕнче ял хуçалăх апат-çимĕçĕ хатĕрлекен тĕп инспекторта вăй хучĕ. Валентин Васильев (1933-1989 çç.) малтан Ишлей районĕнче исполкомра тĕп зоотехникре, пурнăçĕн юлашки çулĕсенче районти «Прогресс» колхоз председателĕнче вăй хучĕ. Леонид Матросов пенсие тухичченех «Атлашевский» совхозра тĕп зоотехникре тимлерĕ. Вĕсем пурте ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

ЮРИЙ КИРИЛЛОВ, МЕРЕШПУÇ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости