Аваллăхсăр малашлăх çук

50 çул ытла каялла паянхи Çĕнĕ Шупашкар тата «Химпром» ОАО вырăнĕсенче 13 ял-сала пулнă. Ĕнерхи ял çыннисем хула çыннисене тухнă, анчах çуралса ÿснĕ тăван улăх-çаранĕ вĕсене паянхи кун та илĕртет.

Çĕнĕ Шупашкара çĕкленĕ вырăнти пăснă 13 яла пĕрлештерекен Шортан тăрăхĕнчи чăвашсем ентешлĕх йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитрĕ. Паянхи куна вăл 50 ытла ял-салари 200 ытла çынна тăванлăх туйăмĕпе çыхăнтарать. Ентешлĕхе Римма Альтина-Александрова, Шортан кинĕ ертсе пырать. Шортансем тĕл пулса тĕрлĕ пулăма палăртассине йăлана кĕртнĕ. Акă майăн 20-мĕшĕнче Тутаркассинчи пултарулăх çуртĕнче тĕл пулчĕç вĕсем. «Алран кайми аки-сухи…», – юрăпа пуçларĕç мероприятие. Ăна уçнă май Тутаркасси ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Фомин ентешлĕх малашне çирĕпленсе пырасса шаннине пĕлтерчĕ. Чăваш наци конгресĕн ятĕнчен чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ентешлĕх ертÿçисене тата унăн хастарĕсене хисеп грамотипе палăртрĕ. Чи пултаруллă таврапĕлÿçе Сергей Павлова Чăваш халăхĕн наукăпа ÿнер академийĕн медалĕпе чысларĕç.

Культура çуртĕнчи сцена умĕнчи сĕтелсем çине ентешлĕх членĕсен кĕнекисене вырнаçтарса хунăччĕ. Райадминистрацин экологи тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин Шортан тăрăх историйĕ, ун çыннисем çинчен çырнă кĕнеке авторĕсен ĕçне хаклама сăмах та тупма йывăррине палăртрĕ. Çак ĕçсем вĕсен мăнукĕсем валли те паха тупра пек упранса юласси пирки каларĕ вăл.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Ольга Матина администраци ятĕнчен Шортан активисчĕсене тав хучĕсем пачĕ.

Римма Семеновна çак тапхăрта чылай ырă ĕç тума ĕлкĕрни çинчен пĕлтерчĕ. Юлашки 5 çулта пĕрлешÿ тĕрлĕ шайри 138 ĕç пурнăçланă. Кунсăр пуçне 11 кĕнеке кун çути кунă. Шортан ялĕсемпе пирĕн штатра тăман корреспондент Юрий Кириллов ăнăçлă ĕçленине те палăртса хăвармалла. Ентешлĕх ертÿçи ун членĕсем умĕнче малашнехи тĕллевсене те лартрĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», – теççĕ халăхра. Эппин хамăр несĕлсене яланах асра тытса ачасене, мăнуксене вĕсем çинчен каласа хăвармалла.

МИЛЕНА СЕРГЕЕВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости