Вăр​ра мĕл​ке те хă​ра​тать

Вĕ​сен​чен мĕн​ле хÿ​тĕ​лен​мел​ли​не халь​лĕ​хе çурт ху​çи​сем кă​на пĕл​меç­çĕ
Пах​ча​ри хĕ​рÿ ĕçсен вĕ​çĕ – да​ча вăр​ри​сен сă​тăр​ла ĕçĕ​сен пуç­ла​мă​шĕ. Ют пур​лă​ха çак​наш​кал вы​рăн​сен​че куç хыв​ма кă​мăл​ла​кан​сем пир​ки çап​ла ка​лаç­çĕ.
Ху​ра пăн​чă

Раç­çей ШĔМĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи па​йĕн​че ва​ра ху​ра кĕр​тен лăп​кă​лăх ху​çа​ла​нать. Вă​хăт​лăх лăп​кă​лăх. Хăй​сен çул​ла​хи çур​чĕ​се​не пи​тĕр​се кай​нă хар​пăр​çă​сем хĕл ка​çи​пе ун​та та​кам ху​çа​лан​ни пир​ки тав​çăр​маç­çĕ те. Çур​кун​не ва​ра, юр ирĕл​нĕ чух, ун​та пыр​са кĕр​сен да​чă​на пал​ла​ма та çук. Кол​лек​тив​лă сад​сен​че вăр​ла​нă тĕс​лĕх​сен ста​тис​ти​ки çак тап​хăр​та ÿс​ме ты​тă​нать те. Çул​та​лă​кăн мал​тан​хи 3 уйă​хĕн​че çак​наш​кал сă​тă​ра пĕ​тĕм​пе те 4 кă​на шу​та ил​нĕ (2013 çул​хи çак тап​хăр​та – 64). Çур​кун​не ва​ра кун пир​ки пĕл​тер​ни​сем опе​ра​тив​лă свод​кă​ран кай​маç­çĕ. Ху​ла çы​вă​хĕн​че выр​наç­нă Шу​паш​кар ра​йо​нĕ​шĕн çа​кă чĕр ну​ша пул​са тă​рать: да​ча учас​то​кĕ​сем ку тă​рăх​ра ыт​ти​сен​чен те​ми​çе хут ну​май​рах – 60 пи​не яхăн. Вăр​ман çы​вă​хĕн​че кан​ма ча​рă​на​кан​сем сă​на​нă тă​рăх, чы​лай чух​не вĕ​се​не кĕ​ре-​кĕ​ре ту​хаç­çĕ. Кам ул​муççи шак​ка​ма, кам – сав​ни​йĕ​пе улах вы​рăн​та тĕл пул​ма.

Ирт​нĕ эр​не​ре Çă​ка​лăхъял çы​вă​хĕн​чи «Ель​ни​ковс​кий» кол​лек​тив​лă сад​ри ст​рои​тельст​во ĕçĕ​сем пы​ра​кан икĕ хут​лă çур​та пыр​са кĕ​нĕ ви​çĕ çам​рăк ва​ра çа​кăн​та ху​çа​лан​са хăй​се​не чăн-​чăн «​пат​тăр​сем» пек туяс те​нĕ пул​мал​ла. Ик​кĕ​мĕш хут​ри пÿ​лĕм​се​не айăн-​çи​йĕн çа​вăрт​тар​нă, çа​кăн​тах пы​сăк​ки​пе «​ту​ла тух​нă», юлаш​кин​чен ру​бе​роид тĕр​кем​не, 3 ку​руп​ка пă​та, мон​таж кă​пă​кĕ​сен 5 бал​лон​не çĕк​ле​се тар​нă – пĕ​тĕм​пе сă​тăр 5 пи​не яхăн тен​кĕ​лĕх. Следст​ви па​лăрт​нă тă​рăх, вăр​ла​нă япа​ла​се​не мих​хе чик​се вĕ​сем вăр​ман​та пы​тар​са хă​вар​нă. Çак вă​хăт​ра ача​сем шкул​та та, ки​лĕн​че те пул​ман. Те​пĕр кун​нех, вĕ​сен​чен пĕ​ри хăй​се​не по​ли​цейс​ки шы​ра​ни пир​ки се​хĕр​лен​се ÿк​нĕ те пур​лă​ха пĕр пă​та юл​мич​чен ху​çи пат​не каял​ла леç­ме тĕв ту​нă. Прес​туп​ле​ни вы​рă​нĕн​че опе​руш​кăн кино​лог​сем​пе пĕр​ле ĕçле​нĕ.

ШĔМĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи па​йĕн çак ĕçе тĕп​че​нĕ сле​до​ва​те​лĕ Д​мит​рий Ар​темьев уçăм​лат​нă тă​рăх, çурт​ра ху​çа​лан​нăс​кер​сем пур​те – Çĕ​нĕ Шу​паш​кар ху​лин​чен. 13-14 çул​сен​чи ар​çын ача​сен​чен пĕ​ри кол​лек​тив​лă сад​ра пĕр​ре​мĕш хут мар ик​кен, вĕ​сен кил-​çур​чĕ çа​кăн​тан ин​çех мар. Çа​вăн​па та ăç­та мĕн «я​пăх», е ху​çа​сăр вырт​ни​не пи​тĕ ла​йăх пĕ​лет. Ют пур​лăх пат​не ал​ли​не тăс​нă​шăн ăна çул çит​мен прес​туп​ник​сен «​ху​ра» спи​сок​не те кĕрт​нĕ, вăл учет​ра тă​рать. Д​мит​рий Пет​ро​вич ача​сем çа​ра​тас тĕл​лев​пе мар, ай​ван​лан​са çа​вăн пек хăт​лан​нă те​се шу​хăш​лать. Çав вă​хăт​рах Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ро​рĕн çу​мĕн А. Ивановăн шу​хă​шĕ​пе, çул çит​мен йĕр​ке​не пă​са​кан​сем хăй​се​не ют çурт​ра ки​рев​сĕр тыт​ни – ва​ра​ла​са хă​вар​ни – пĕ​тĕм ĕç-​пу​çа улăш​та​рать. РФ УК 158 статйи​пе пу​çар​нă уго​лов​нăй ĕç тĕп​че​вĕн пĕ​тĕм​ле​тĕ​вĕ​пе пуçтах​сем​шĕн, ахăрт​нех, аш​шĕ-
а​мă​шĕн явап тыт​ма ти​вĕ.

А​сăн​нă статья санк​ци​йĕ​пе пăх​нă айăп​лав ви​çи, уго​лов​нăй ĕç тĕп​че​вĕн​чи чăр​мав​сем пир​ки эпир шă​пах ун​па сă​мах пу​çар​тă​мăр. Ана​то​лий Пет​ро​вич ирт​нĕ çул​сен​чи çак​наш​кал прес​туп​ле​ни​сем пир​ки аса ил​нĕ май пĕ​рин çин​че уйрăмах ча​рăн​са тă​чĕ. Ап​рель уйă​хĕн​че вы​рăн​ти шал​ти ĕç­сен па​йĕн​че ра​йон​ти кол​лек​тив​лă сад ху​çи​сен​чен çи​не-​çи​нех çă​хав​сем йы​шăн​ма ты​тăн​нă. Хă​шĕ-​пĕ​ри да​чă​на ют çын кĕр​се тух​ни​не асăр​ха​нă, теп​ри​сем япа​ла​сем çу​хал​ни​не… Çав шут​ра – тин çеç ку​çар​са ларт​нă пах​ча çи​мĕç кал​чи​сем. Ку ху​тĕн​че те по​ли​цейс​ки​сем çул çит​мен çам​рăк йĕ​рĕ çи​не ÿк​нĕ. Тĕс​лĕх​лĕ мар шут​ла​на​кан çемье​ри вун тă​ват​тă​ри хĕ​ра​ча хă​йĕн​чен са​кăр çул ас​лă пĕ​лĕ​шĕ​пе, Ишек ялĕн​че пу​рă​на​канс​кер​пе, ра​йон​ти чы​лай да​чă​на «​та​сат​ма» ĕл​кĕр​нĕ. Кая​рах экс​пер​ти​за кă​мăл-​си​пет тĕ​лĕ​шĕн​чен вĕ​сем ик​кĕ​шĕ те çи​рĕп мар​ри​не пĕ​тĕм​лет​нĕ, хăй​сен ĕçĕ​сем​шĕн явап ты​тай​маç­çĕ.

Кам​сем та​та мĕн вăр​лаç­çĕ-​ха да​чă​сен​че?

Илья ГАВРИЛОВ, Шу​паш​кар ра​йон про​ку​ро​рĕн пу​лă​шу​çи:

– Ку​наш​кал ка​те​го​ри​ри вă​рă​сем ниç­та та ĕç­ле​меç­çĕ, эрех-​сă​ра​па тус​лă та​та, ахăрт​нех, за​кон ча​рак​не пĕр​ре мар яр​са пус​нă – вĕ​сен вă​там порт​ре​чĕ çап​ла​рах. Хĕл​ле​хи вă​хăт​ра уп​ра​ма хă​вар​нă инст​ру​мент​сем те, ча​шăк-​ти​рĕк те «у​ра​ла​наç­çĕ»… Кă​çал​хи тĕс​лĕх​се​не асăр​ха​сан ва​ра сă​тăр​çă​сен йыш​нех шкул​ти урок​се​не сик​те​ре​кен, çи​те​лĕк​сĕр тим​лĕх​ре çи​тĕ​не​кен ача​се​не кĕрт​ме пу​лать. Биог​ра​фи​ре ĕмĕр​лĕ​хех ху​ра пăн​чă хă​вар​маш​кăн ху​рах​сен эш​кер​не ăн​сăрт​ран çак​лан​ни те çи​те​лĕк​лĕ – çурт​ра ют пур​лă​ха пÿр​не​пе те тĕ​кĕн​ме​сен те.

Анд​рей РЯ​БОВ, ШĔМĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн по​ли​цин учас​ток​ри упол​но​мо​чен​нă​йĕ​сен па​йĕн пуç­лă​хĕ:

– Да​чă​сен​че вăр​ла​нă тĕс​лĕх​се​не трас​са çы​вă​хĕн​че выр​наç­нă Иш​лей ял тă​рă​хĕн​чи Ку​рак-Чу​ра​чăк, Ма​ти​кас​си, Шĕ​нер​пуç тă​рă​хĕн​чи Кос​нар ялĕ​сен çы​вă​хĕн​чи кол​лек​тив​лă сад​сен​чен юлаш​ки вă​хăт​ра уй​рă​мах тă​тăш йы​шă​наç­çĕ. Кă​çал​хи са​кăр уйăх​ра ра​йон​та çак​наш​кал 25 прес​туп​ле​ние шу​та ил​нĕ, вĕ​сен​чен 20-​не уç­са па​ма май кил​нĕ. Да​чă​ра вăр​ла​нă тĕс​лĕх​сем чак​ни​не па​лăрт​мал​ла: пĕл​тĕр унаш​кал прес​туп​ле​ни​се​не 95 шу​та ил​нĕ, вĕ​сен​чен 67-​не уç­са па​нă.

Ху​рал та, па​труль те…

«Ав​тот​ранс​порт​ник-1» кол​лек​тив​лă сад​ра Ни​ко​лай Хор​мов çĕр лап​тăк​не ик-​ви​çĕ çул каял​лах туян​нă, ирт​нĕ çул​хи çур​кун​не ун çин​че пы​сă​ках мар çурт хă​парт​са ларт​нă, йă​ран​сем чав​нă… Кĕр çит​сен пах​ча çи​мĕ​çе пуçтар​ма кай​нă та – хă​йĕн куç­не хăй ĕнен​ме ап​тă​ра​нă: йă​ран​сем те, хо​ло​диль​ник те пу​шан​са юл​нă. Кая​рах çак сă​тă​ра ниç​та та пу​рăн​ман çын ту​ни па​лăр​нă. Хуй​хă​па пĕр тус​ли​сем, вăл шар кă​тарт​ни​сем, ун чух​не сах​ал​тан та вун​нăн-​çи​рĕм​мĕн пу​хăн​нă. «Мĕн шы​ра​са иле​тĕн-​ха бомж​ран?», – тет Ни​ко​лай Вик​то​ро​вич ас​сăн сыв​ла​са. Ап​ла пу​лин те çа​кă ун​шăн пи​тĕ ви​тĕм​лĕ урок пул​са тух​нă: да​чăн че​рет​лĕ се​зон​не уç­ма вăл тĕп​лĕ ха​тĕр​лен​ни тÿ​рех ку​рă​нать: çурт​па çĕр лап​тăк​не ни​кам каç­са кĕ​рей​ми хÿ​ме тыт​са çа​вăр​нă.

Да​ча вăр​ри​сен​чен хÿ​тĕ​лен​ме май пур – çап​ла шу​хăш​лаç­çĕ Шĕ​нер​пуç ял тă​рă​хĕн​чи «Дуб​ра​ва 1» пах​ча​çă​сен юл​таш​лă​хĕн​че те. Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че çĕр лап​тă​кĕ​сен шу​чĕ​пе – вĕ​сем ва​ра кун​та 110-​тен кая мар – вăл чи пы​сăк​ки​сен йы​шĕн​че. Унăн чле​нĕ​сем ĕнен​тер​нĕ тă​рăх, юлаш​ки икĕ çул​та вăр​ла​нă тĕс​лĕх​сем кун​та па​чах та пул​ман. Пах​ча​çă​сем хăй​сен пур​лă​хĕ​шĕн хăй​сем тă​рă​шас​си​не тах​çа​нах йă​ла​на кĕрт​нĕ: урам​се​не пат​руль пăх​са çав​рă​нать т. ыт.​те. Ха​лĕ ку юл​таш​лăх ра​йон​та кă​на мар, рес​пуб​ли​кă​ра та чи тĕс​лĕх​ли​сен​чен пĕ​ри шут​ла​нать.

На​талья МАК​СИ​МО​ВА, «Дуб​ра​ва 1» пах​ча​çă​сен юл​таш​лă​хĕн пред​се​да​те​лĕ:

– Пи​рĕн юл​таш​лă​ха кĕ​мел​ли çул пĕр​ре кă​на. Вăр​лас шу​хăш​лă çын ют пур​лă​ха алă​па йăт​са тух​ни​пех çыр​лах​масть, ав​то​ма​ши​нă​пах тие​се каять. Ху​рал​çă​сем кун​та кĕ​ре​кен пĕ​тĕм ав​тот​ранс​порт ха​тĕр​не ре​гист​ра​ци​леççĕ – çав шут​ра апат-​çи​мĕç турт​та​ра​кан​ни​се​не те. Юл​таш​лăх чле​нĕ​сен ва​ра пу​рин те – ят​ран про​пуск».

Те​пĕр те​сен вăр​ра сă​тăр кÿ​ме ша​нăç па​рас мар те​сен да​чă​на хĕл​ле те пыр​са çÿ​ре​мел​ле – çап​ла сĕ​неç­çĕ йĕр​ке​лĕх ху​рал​çи​сем. Чÿ​ре​че​сем çин​чи ти​мĕр ре​шет​ке, шан​чăк​лă алăк çур​та ют çын кĕ​ме пул​та​рас​си​не те​ми​çе хут ча​ка​раççĕ. Спе​циа​лист​сем ви​део​сă​нав ка​ме​ри выр​наç­тар​ма сĕ​неç­çĕ, ан​чах та кун​та пе​ре​кет​ле​ме те май çук мар. Мĕл​ке​пе та​нах вăр​ра «объект​ра ви​деоÿ​ке​рÿ пур» ин​фор​ма​ци стен​чĕ те хă​рат​ма пул​та​рать. Да​ча тап​хă​рĕ ху​пă​нать, унăн алă​кĕ​сем ки​рек кам​шăн та çă​мăл​лăн ан уçăлч​чăр те​сен ва​ра пая​нах тă​рăш​мал​ла. Тыт​ман вă​рă – вă​рă мар… Вăл хă​вар​нă йĕр​сем юр кай​са пĕт​сен тин тух​сан кай​ран ним​пе те пу​лă​шай​мĕç. Офи​циал​лă кă​тар​ту​сем тă​рăх да​чă​сен​чи прес​туп​ле​ни​се​не уç­са па​рас​си паян​хи кун тĕл​не 25 про​цент​ран пы​сăк​ мар.

ВИК​ТО​РИЯ ВЫ​ШИНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости