«Кăçалхи 8 уйăхра Шупашкар районĕнче наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă 20 преступление регистрациленĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартуран 25% ытларах…» – пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнче участковăйсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Андрей Рябов. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ертсе пычĕ.
Асăннă 20 преступленирен 8-не районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă, 12-не – патшалăх наркоконтроль ĕçченĕсем. Ăçта наркотик упранă? Ăнă хăш çĕртен илсе килнĕ? Кама сутнă?.. Наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртни пирки пичет кăларăмĕнче пĕлтерсех тăратпăр. Наркотик этемлĕхшĕн чăн-чăн наркăмăш пулнине, çынсене сиен кÿнине палăртакан материал та сахал мар пичетленет хаçат страницисенче. Наркотик хутăшĕллĕ тата психотроплă япаласенчен сивĕтесси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси хаçатăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Шăпах çакăн пирки пĕтĕмлетрĕ те ларура «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Алина Сусметова. Асăннă темăпа номертен номере вун-вун материал пичетленет. Сăмахран, кăçал кăна район хаçатĕнче вĕсем 40 ытла кун çути курчĕç.
Наркотиксен законла мар çаврăнăшне хирĕç Ишлей ял тăрăхĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен те пĕлесшĕн пулчĕç ларăва хутшăннисем, кун пирки ял тăрăх пуçлăхĕ Яков Кушев каласа пачĕ, анчах унăн сăмахĕсем никама та тивĕçтермерĕç ахăр. Больницăра, шкулта «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци пирки пĕлтерÿ çапнисĕр пуçне урăх ĕçсем пурнăçлани пирки вăл калаймарĕ. Çавăнпах ĕнтĕ райадминистраци пуçлăхĕ асăннă ял тăрăхĕнче профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе çине тăрса ĕçлеме сĕнчĕ.
Наркотик наркăмăш пулнине, вăл çын организмне сиен кÿнине пурте пĕлеççĕ, анчах унпа айкашакансем пур пĕрех пур. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шупашкар районĕн тĕп больницинче нарколог патĕнче 19 çын учетра тăрать, вĕсенчен 9-ĕн наркоман диагнозне çирĕплетнĕ, урăхла каласан, вĕсен «наркотик пăхăнтарнин» синдромĕ пур, ыттисен ун пек синдром пуррине палăртман.
Наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре чи кирли – профилактика. Ку енĕпе районта тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. Сăмахран, мартăн 17-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци, икĕ тапхăрпа «МАК» операци иртнĕ, наркотиксен, психотроплă япаласен сиенĕ пирки шкулсенче ачасемпе калаçусем йĕркеленĕ. Акă «МАК» операци вăхăтĕнче полицейскисем ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, коллективлă садсен председателĕсемпе, ял старостисемпе тĕл пулса калаçусем ирттернĕ, таврара кантăр, мăкăнь ÿстерекенсене курсан тÿрех йĕрке хуралçисем патне пĕлтермеллине асăрхаттарнă.
ЛЮБОВЬ МАН