«Пĕр хулă хуçăлать, пин хулă хуçăлмасть» – тенĕ ваттисем. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшсассăн пурпĕр çăмăлрах. Çак каларăша çирĕплетсе Шупашкар районĕн çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшаççĕ: гуманитари пулăшăвне пухаççĕ, чăлха-нуски çыхаççĕ, ачасем салтаксем валли çырусем çыраççĕ тата ытти те.
Раççей пенсионерĕсен канашĕн Шупашкар районĕн уйрăмĕнче тăракансем «Салатксем валли чăлха-нуски» акцине хастар хутшăннă. Кашни ял тăрăхĕ каçсерен пухăнса кам çăм арланă, кам çăм нуски çыхнă – ĕçсĕр никам та ларман. Апаш ял тăрăхĕн çыннисем, сăмахран, эрнере икĕ хут пухăнса нускисемпе мунчаласем çыхнă. «Хаçат-журналсем вулатпăр, телевизор пăхатпăр – унта çынсем салтаксене пулăшни çинчен пĕлсе хамăр та айккинче юлас темерĕмĕр, çавăнпа пухăнма тытăнтăмăр. Малтан 5-6 çын пуçтарăнтăмăр, унтан халăх хутшăнса пычĕ. Библиотекăна виçĕ сехетре килеттĕмĕр те улттăра каяттăмăр, çыхса ĕлкĕрес тесе килте те çыхаттăм», – каласа кăтартрĕ Апаш ял тăрăхĕн пенсионерсен канашĕн председателĕ Зоя Львова. Наталья Кулинченка ал ĕç ăсти, вăл тум тир те, тĕрлĕ тетте те çыхать. «Нуски çыхма пурте пĕлеççĕ. Эпĕ хĕрсене миçĕ куç илмеллине, мĕнле йĕппе çыхмаллине ăнлантаратăп. Салтаксене пулăшас, вĕсене ăшă пултăр тесе тăрăшса çыхрăм», – пĕлтерчĕ Наталья.
Çăмне арлама икĕ кĕнчеле йывăççи анчах пулнипе кĕрепле аврисене пукан çумне тăратнă. Арлаканĕсем тăххăрăн, кĕнчеле йывăççи пиллĕк анчах. Кунта мĕнле пулмаллине те шухăшланă – пĕри кĕнчелен пĕр енне, тĕпри тепĕр енне ларнă. «Çынсем хаваспах çÿреççĕ, çипписене те пĕрле илсе килеççĕ. Хăйсен кĕнчеле йывăççисемпе те килеççĕ. Арлама пĕлменнисем кунтах вĕренчĕç», – каласа кăтартрĕ Апаш библиотекин заведующийĕ Марина Игнатьева. Нуски çыхакансем мăнукĕсене салтаксем валли çыру çырас ĕçе те явăçтарнă. Çырăвĕсене вара нуски çумне çĕлесе хунă. Вĕсем çинче «Çĕнтерÿшĕн», «Сире шанатпăр», «Сирĕнпе мухтанатпăр», «Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр» тата ыттине те çырнă. «Ыррине сунтăмăр, ытларах ÿкерчĕксем ÿкертĕмĕр», – терĕ 6-мĕш класра вĕренекен Александра.
Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕн çыннисем те акцине питĕ хастар хутшăннă. Вĕсем 67 килограмм çăм пухса 210 мăшăр нуски çыхнă. Мăн Кивпулăх ялĕнчи А.Попова арланă, Р.Поповăпа Н.Соловьева 30-шар мăшăр çыхнă.