Шем­шер: банк­рот-­ху­çа­лăх ял сăн­не пăс­масть

Ан­чах та ăна уп­ра­са хă­вар­ма са­хал мар ый­тă­ва пая­нах тат­са па­мал­ла

Те­хĕм­лĕ ăшă сĕт шăр­ши таç­та­нах сăм­са­на кă­тăк­лать, ял çын­ни­сем ăна пуç­тар­ма ча­рăн­нă «Га­зель» тав­ра чуп­ка­лаç­çĕ. Ст­рои­тель­сем чир­кÿ тăр­ри­не юсаç­çĕ, ха­лă­хăн пĕр йы­шĕ фельд­шер пункт­не, теп­ри ав­то­буса вас­кать… Çа­кăн пек пĕр илем­лĕ ир «Тă­ван Ен» ха­çат кор­рес­пон­ден­чĕ­сем Шем­шер тă­рăх­не çит­се ча­рăн­чĕç.

Ха­çат ст­ра­ни­ци­се­не тим­лĕ сă­на­са тă­ра­кан­сем кор­рес­пон­дент­се­не чă­тăм­сăр кĕт­ни­не пы­тар­марĕç. «Пуç­лăх пу­рин­шĕн те явап­лă» проект ма­лал­ла çак тă­рăх­ра тă­сă­лас­си пир­ки ха­çа­тăн ирт­нĕ но­ме­рĕ­сен­че эпир пĕл­тер­нĕч­чĕ. Жур­на­лист­сем ва­ра вă­хă­та тăс­ма­сăр тÿ­рех ый­ту­се­не йы­шăн­ма ты­тăн­чĕç.

Шор­че­кас­синче

 Кол­хоз­ран куç­нă пай çĕ­рĕ­сем­пе усă кур­ман­ни­не пу­ла кă­çал­хи кĕр­кун­не пи­рĕн, ял çын­ни­сен пĕр йы­шĕн, пы­сăк шт­раф тÿ­ле­ме тивет. Сăл­та­вĕ – лап­тăк­се­не ха­мăр вăй­па пăх­са тă­рай­ман­ни. Сă­мах юна­шар пай­сен 30 гек­та­рĕ пир­ки пы­рать. Ха­мăр­шăн, трак­тор-­ком­байн­сăр уй­рăм çын­сем­шĕн мар, ку тă­рăх­ри фер­мер­сем­шĕн те шăл çем­ми мар çа­кă. Вĕ­сем пу­лăш­ма хи­рĕç те марч­чĕ, ан­чах ка­лаç­са та­тăл­нă хыç­çă­нах тех­ни­ка çĕ­мĕ­рĕл­се лар­чĕ. Арен­дă­на па­рас тĕл­лев­пе «Ат­ла­шевс­кий» СХК­на та ый­ту­па тух­нă, ан­чах вĕ­сем­шĕн çак лап­тăк пĕ­чĕк – ун­шă­нах 10 ки­ло­метр ин­çĕш­не кил­се çÿ­рес­шĕн мар. Çак пай хар­пăр­лăх­не пă­ра­хăç­ла­ма та пу­лĕч­чĕ, ан­чах кая юл­тă­мăр, ха­лĕ шт­раф тÿ­ле­мел­ле. Ăна йы­шăн­нă чух­не пур­те пĕр­ле ĕç­лес­се шан­тă­мăр. Ан­чах ха­лĕ пи­рĕн уй ни­ка­ма кир­лĕ мар пул­са юл­чĕ. Хă­шĕ-­пĕ­рин ĕç­ле­кен, пу­лă­ша­кан çук – ачи­сем ху­ла­ра. Паян ун­та пи­çен каш­лать. Ку ый­тă­ва «Ат­ла­шевс­кий» СХК пу­лăш­ни­пе кă­на тат­са па­ма пу­лать те­се шу­хăш­лат­пăр. Эпир ял тă­рăх пуç­лă­хĕ тăх­та­ма хуш­ни­не, çĕ­ре кÿр­шĕ­сен ал­ли­не пар­са çу­ха­тас­ран хă­ра­ни­не ăн­лан­маст­пăр. Вăл пу­лăх­лă. Çав­рă­нă­ша кĕр­тей­мен ыт­ти лап­тă­ка хуш­сан «Ат­ла­шевс­кий» СХК пи­рĕн çĕр­сем­пе ту­хăç­лă усă ку­рĕч­чĕ.

(редакцирен: çак çĕрсен тата вĕсен хуçисен «шăпине» паян татса параççĕ. Вулакана çакăнпа çыхăннă лару-тăрупа паллаштарсах тăрăпăр)

 Ял­ти кол­хо­зăн унч­чен­хи ху­çи кун­ти пĕ­тĕм зда­ние – ача са­дĕн­чен пуç­ла­са шкул, боль­ни­ца çур­чĕ та­ра­нах – сут­са, хар­пăр­лă­ха ку­çар­са, арен­дă­на пар­са пĕ­тер­чĕ. Пи­рĕн ял ма­лаш­лă­хĕ пĕт­ни­не пĕл­тер­мест-и çа­кă?

 Çу­тă­сем çĕр­ле­хи вă­хăт­ра урам­сен­че çи­те­лĕк­лĕ мар. Шыв­шăн ва­ра каш­ни уйăх­ра 30-­шар тен­кĕ пуç­та­раç­çĕ, ан­чах вăл пур чух­не те пы­масть. Çа­вăн­пах хă­шĕ-­пĕ­ри пуç­та­рас­шăн та мар. Çак ук­çа ăç­та каять? Юрать, кÿр­шĕ­сем ырă кă­мăл­лă, хăй­сен пах­чин­чи çăл­па усă кур­нă­шăн ÿп­ке­леш­ни­не пĕр­ре те илт­мен.

Шем­шерте

 Ял ха­лăх­не пу­хăн­ма вы­рăн çук. Клуб çур­чĕ юхăн­са ла­рать. Ăна юса­са яма май çук-и?

 Сă­вап­лă Илья ку­пель­не тир­пей­ле­се ту­ризм марш­рут­не кĕр­тес­си пир­ки сас-­ху­ра çÿ­рет. Çа­кă тĕ­рĕс-и?

 Фель­дшер­па аку­шер пунк­тĕн­че юсав ĕçĕ­сем тах­çа­нах пул­ман, сте­на­сем те çу­рă­лаç­çĕ. Пи­ре, ял çын­ни­се­не, кĕр­се тух­ма хăт­лă мар.

Та­вăш­кас­синче

 Çÿп-­çап кон­тей­не­рĕ­сем пи­тĕ хă­вăрт ту­лаç­çĕ. Ук­çи­не, вăл ва­ра уйăх­не пĕр кил­тен 100 тен­кĕ, эпир тÿ­лет­пĕр, çÿп-­çап­не ва­ра ирт­се кая­кан­сем пер­се хă­ва­раç­çĕ.

Ла­кăрта

 Я­ла пыр­са кĕ­нĕ чух­не­хи кĕ­пе­ре юса­ма май çук-и? Каç­са çÿ­ре­ме шан­чăк­лах мар те­се шу­хăш­лат­пăр.

Шемшер ял тăрăхĕнчи çивĕч ытти ыйтусем тăрăх хатĕрленĕ материалсене çитес номерсенче вулăр.

Официаллă

Шем­шер ял тă­рăх пуç­лă­хĕн С. Ю. Авер­киевăн суй­лав умĕн­хи прог­рам­ми (2012 çул) 

✔ Шор­че­кас­син­чи ача са­дĕн­че хуш­ма уш­кăн уçас­си

✔ Шем­шер шку­лĕн тăр­ри­не юсас­си

✔ Шем­шер шку­лĕн­че кĕ­çĕн клас­се­не вĕ­рент­ме ты­тă­нас­си

✔ С­порт та­та ача-­пă­ча пло­щад­ки­се­не тир­пей­ле­се тă­рас­си

✔ С­порт сек­ци­йĕ­сем уçас­си

✔ Ва­тă­сем­пе ин­ва­лид­се­не со­циал­лă пу­лă­шу кÿ­рес­си

✔ Çул-­йĕр са­рас та­та тыт­са тă­рас ĕç­се­не йĕр­ке­лес­си

✔ Хуш­ма ху­çа­лăх­сем­пе хрес­чен-­фер­мер ху­çа­лăх­се­не ата­лан­тар­ма май­сем ту­са па­рас­си

❑ Шем­шер­ти ФАПа юсас­си

❑ Çут­пы­лăх­ра ча­рă­ну тă­вас­си

❑ Ну­май ачал­лă çемье­се­не çурт-­йĕр çа­вăр­ма çĕр лап­тă­кĕ­сем­пе ти­вĕç­те­рес­си

✔ У­рам­сен­че çу­тă­па та­та шыв­па ти­вĕç­те­рес ĕç па­ха­лăх­не ла­йăх­ла­тас­си

✔ Та­вăш­кас­си­пе Шор­че­кас­син­чи çĕ­нĕ урам­се­не электричество çи­те­рес­си.

✔- пурнăçланă, ❑ — пурнăçламан

Хаклав

Геор­гий ЕГОРОВ, Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн пуç­лă­хĕ: 

– Шем­шер ял тă­рă­хĕн­че çĕр­се­не çав­рă­нă­ша кĕр­тес ый­ту­сем çи­вĕч тă­раç­çĕ. Паян­хи кун тĕл­не вĕ­се­не арен­дă­на илес те­кен­сем пур, ку енĕ­пе çи­не тăр­са ĕç­ле­мел­ле. «Ат­ла­шевс­кий» СХК ер­тÿ­çи­сем­пе çак ый­тă­ва хус­кат­нă, вы­рăн­ти пуç­лă­хăн айк­ки­не юл­мал­ла мар, тĕр­лĕ ен­лĕ пу­лă­шу кÿ­мел­ле.

Сăмах паратпăр

Сер­гей АВЕРКИЕВ,  Шем­шер ял тă­рăх пуç­лă­хĕ:

Кĕске справка: Чă­ваш пат­ша­лăх ял ху­çа­лăх ака­де­ми­йĕнче ин­же­нер-­ме­ха­ника вĕреннĕ. Шем­шер ял тă­рăх­не 2012 çул­хи ок­тяб­рĕн 19-­мĕ­шĕн­чен ерт­се пы­рать. Çемьел­лĕ, икĕ ача çи­тĕн­те­рет.

– Ял тă­рă­хĕн­чи чи çи­вĕч ый­ту­сем шыв­па ти­вĕç­те­ре­кен объект­се­не пăх­са тă­рас­си­пе çы­хăн­нă. От­чет­лă пу­ху­се­не çÿ­ре­ме вă­хăт ту­пай­ман­ни­сем пуç­тар­нă ук­çа­на мĕн­ле тă­как­ла­ни­не, пал­лах, пĕл­меç­çĕ. Ял тă­рă­хĕн­чи шыв баш­ни­сем пур­те Сверд­лов ячĕл­лĕ ху­çа­лăх хар­пăр­лă­хĕн­че, ун­па мĕн­ле усă кур­мал­ли­не за­кон тă­рăх вăл кă­на тат­са па­рать. Çав вă­хăт­рах вĕ­сем 70 про­цент та­ран кивел­се çит­ни­не па­лăрт­са хă­вар­мал­ла. Эп­пин, тă­тă­шах юса­мал­ла, за­пас пай­се­не улăш­тар­мал­ла.

У­сă кур­ман çĕр лап­тă­кĕ­се­не тĕ­рĕс­ле­нĕ май вĕ­сем çул­ран-­çул çум ăш­не пут­са пы­ни ку­рă­нать. 30 гек­тар­лă лап­тăк ху­çи­се­не явап­лăх – шт­раф – пир­ки çул­та­лăк каял­ла асăр­хат­тар­нă. Ун­тан­па ни­мĕн те ул­шăн­ма­рĕ. Вĕ­се­не сут­ма та, арен­дă­на па­ма та йы­вăр, хăй­сен ирĕ­кĕ­пе хар­пăр­лăх­ран кă­лар­мал­ли кă­на юлать.

У­рам­сен­чи çу­тă па­ха­лă­хĕ пир­ки: Шор­че­кас­син­чи По­ле­вая урам­ра юпа­се­не улăш­тар­нă хыç­çăн хунар­се­не çак­ма ĕл­кĕ­рей­мен-­ха, ыт­ти­сен­че ва­ра вăл пур. Çав вă­хăт­рах кун­та пе­ре­кет­лĕх пир­ки те ман­мал­ла мар: çу­тă ял вар­рин­че та­та икĕ пу­çĕн­че пул­сан çи­те­лĕк­лĕ те­се шу­хăш­ла­тăп.

Шем­шер­ти фельд­шер­па аку­шер пункт­не юсас ый­ту 2012 çул­тан­пах кун йĕр­кин­чен кай­масть. Сме­та ха­тĕр. Çак уйăх­ра асăн­нă тĕл­лев­пе ЧР Сыв­лăх сых­лав ми­нис­терст­ви укçа ку­çар­са па­рĕ.

Шем­шер­ти клубăн пĕр пай­не газ­па хут­са ăшăт­ма май­сем шы­рат­пăр. Сме­та тă­рăх ун­ти юсав ĕçĕ­сем вал­ли 2 млн та 500 тен­кĕ кир­лĕ. Çи­не тăр­сан ку ук­çа­на туп­ма пу­лĕ те­йĕ­пĕр, ан­чах та ăна хыв­ни тÿр­ре ту­хас­си – те­пĕр ый­ту.

Сверд­лов ячĕл­лĕ ху­çа­лăх панк­ру­та тух­ни Шор­че­кас­си ял ата­ла­нăв­не чар­са ларт­масть те­се шу­хăш­ла­тăп. Ун вы­рăн­не хрес­чен-­фер­ма ху­çа­лă­хĕ­сем йĕр­ке­лен­ме пуç­ла­рĕç. Ана­то­лий Его­ров­па Анд­рей Про­копьев хăй­сен ху­çа­лă­хĕ­се­не ата­лан­тар­са яма пат­ша­лăхăн миллион ытла тенкĕшер пу­лă­шăв­не ил­чĕç. Вы­рăн­ти де­пу­тат­сем­пе ка­наш­ла­са çам­рăк фер­мер­се­не çĕ­рĕн на­лог тÿ­ле­вĕ­сен­чен вă­хăт­лă­ха хă­та­рас­шăн. Çак­на ку­ра, тен, вĕ­сем усă ку­ра­кан лап­тăк­сем те чы­лай пы­сăк­ла­нĕç. Ял­та пуç­ла­мăш клас­сен шку­лĕ, ача са­чĕн­че хуш­ма уш­кăн уç­нă.

Ла­кăр­ти кĕ­пе­ре юсас ĕç­сем ма­лал­ла пы­раç­çĕ. Ав­густ пуç­ла­мă­шĕн­че де­фект­сен ве­до­моç­не ха­тĕр­ле­рĕ­мĕр, ун тă­рăх са­кăр вы­рăн­та ти­мĕр кĕ­тес­се­не улăш­та­рă­пăр. Çак­на вал­ли пĕ­тĕм­пе 15-20 пин тен­кĕ кир­лĕ. Ĕçе йĕ­пе-­са­па пуç­ла­нич­чен вĕç­ле­сен аванч­чĕ.

Сă­вап­лă Илья про­рок ку­пель­не ха­лăх каш­ни Кă­шар­ни­рех пуç­та­рă­нать, çав­на пу­ла ăна йĕр­ке­ле­се ча­сов­ня евĕр тă­вас шу­хăш çу­рал­чĕ. Сме­тă­па пăх­нă тă­как­сем 300 пин тен­кĕ­пе тан­ла­шаç­çĕ. Пуçарăва «Ялăн тĕревлĕ аталанăвĕ» программăпа пурнăçласшăн. Часовньăна туса пĕтерсенех районăн туризм маршрутне кĕртме шухăшлатпăр. Анчах кăна валли малтан программăна хутшăнма документсем тăратмалла.

(Тăван Ен 34№, сентябрĕн 5-мĕшĕ, 2014 ç.)

 www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости