Авалхи чăваш паттăрĕ – паян та çар ретĕнчех

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Килĕшÿпе çураçу кунне «Истори легендисене тавăратпăр. Пăрттас кнеç» ятпа Шупашкаркасси ялĕнче уяв иртрĕ. Уява чăвашсен авалхи паттăрне, аслă та чаплă Раççей çĕрĕн чăн-чăн патриотне – Пăрттас кнеçе – халалларĕç.

Пăрттас кнеç халĕ Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен Шупашкаркасси ялĕ таврашĕнче пурăннă. Халĕ те Пăрттаса лайăх ас тăвакан ватă юманран инçех те мар иртрĕ уяв. Çав юман айĕнчех 1616 çулта Куçма Минин вилнĕ. Вăл хăйĕн юлташĕпе, Пăрттас кнеçпе, пĕрле Ункă шывĕ урлă каçнă чухне шăнма тытăннă пăр айне анса кайнă, чирлесе ÿкнĕ. Кайран ăна çакăнтан илсе кайса Чулхулара пытарнă. Халĕ юман çумĕнче çамрăк хунав çитĕнет. Чăвашсем Пăрттас кнеç ертсе пынипе 1612 çулта Чулхулари ополчение хутшăннă. 1612 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче вара вырăс халăхĕпе, вĕсен паттăр ертÿçисемпе Куçма Мининпа, Дмитрий Пожарский воеводăпа тата ыттисемпе пĕрле Мускав хулине поляксенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Раççей Патшалăхне сыхласа хăварса 16 çулхи Михаил Романова патшана лартма пулăшнă.

Шупашкаркассисем уява 2 хуран çакса хатĕрлерĕç. Светлана Григорьевскаяпа Юлия Иванова тата Александр Иванов «тĕпел кукринче» тăчĕç. Уява Шупашкаркассинчи ИКЦ директорĕ Любовь Иванова ертсе пычĕ. Чи малтанах пухăннисене Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов саламларĕ. Унтан Шупашкар районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов сăмах илчĕ. Шупашкар районĕн администрацийĕн культурăпа туризм пайĕн пуçлăхĕ Ольга Митина: «Паянхи кун та çак уяв питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тĕнчере пăлхану пĕтмен – Украинăра та пырать. Халăх пĕрлĕхĕ кăна çĕнтернĕ тăшмана», – терĕ.

Уява килнĕ хаклă хăна, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши Пăрттас кнеç çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Шупашкар район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Матюшкин та Пăрттас кнеç ячĕпе йĕркеленĕ уява пухăннисене саламларĕ. «Сувар» фонд ертÿçи Владимир Тяпкин: «Чăвашсен чи вăйлă паттăрĕ, Пăрттас кнеç кунтан пулни пĕлтерĕшлĕ, сирте те унăн юнĕ чупать», – терĕ хавхалануллăн.

Атăльялти культура çурчĕн ертÿçи Леонид Фадеев поэт уява хатĕрлекенсене тав турĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Ялушкинăпа Кÿкеçри Любовь Глазкова сцена çине юрăсемпе тухрĕç. Шупашкар хулинчи «Драконы морей» вăрçăпа истори клубĕнчен килнĕ яшсем хăйсен историллĕ кăтартăвĕпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем 10-11-мĕш ĕмĕрти вырăс дружининчи тумсемпе, хĕç-пурттипе, сăннисемпе правур усă курнине кăтартрĕç. Çар пуçĕ лаша çинче ертсе пычĕ. Вырăнти ял тăрăх депутачĕ Роза Бычкова староста хăйĕн килĕнчи 3 лашине истори кăтартăвĕсене валли панă. Ачасем те савăнсах ярăнчĕç лашасемпе, çар тумĕсем тăхăнса вăйăсене хутшăнчĕç. Çар çыннисен походра хĕç, пуртă юсаттарма, сăнăсене туптама тимĕрçĕ лаççи те пурччĕ, походра пиççихипе ытти хатĕре тумалли пир станок – берда та. Ăна Татьяна Шишкина ăста ĕçлеттерчĕ. Арча, чашăк-тирĕк пĕтĕмпех йывăçран, хуранта уй апачĕ пăсланать. Кÿкеçри культура çурчĕ çумĕнчи Герман Павлов ертсе пыракан «Телей» (параппанçи Тамара Надольская) тата Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов пĕрлештернĕ «Палан» ушкăнсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости