Автокросра палăрнă

Иртнĕ вырсарникун автомобиль спортне кăмăллакансем каллех Чăрăшкасси трасси çине пухăннă. Кунта Чăваш Енре мала тухассишĕн автокросс енĕпе чемпионат иртнĕ. Пухăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев саламланă.

Ăмăртăва республикăри 3 районти тата Мари Элти 21 спортсмен хутшăннă. Вĕсем 1,2 км-лă тумхахлă дистанцие парăнтарнă. Автомобильсене кура 5 класс палăртнă: Д2-юниор, Д2Н, Д2-классика, Д2-1600, Д3-спринт.

Д2-классика класра 2 спортсмен хутшăннă, малти вырăнсене Шупашкарти Сергей Сандыбаевпа Чăрăшкассинчи Александр Осипов пĕр-пĕрин хушшинче пайланă. Д2-1600 класра 10 спортсмен хутшăннă. Малти вырăнсем çапла йĕркеленнĕ: Шупашкарти Виктор Сандыбаев пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ, Чăваш Ен спортсменĕсем Дмитрий Белянинпа Лев Зуев 2-мĕш тата 3-мĕш пулнă. Д2Н класра та маларах асăннă спортсменсемех палăрнă. Д2-юниор класри тупăшăва çармăс çамрăкĕсем кăна хутшăннă. Амирхан Файзрахманов, Кирилл Крекотнев, Данияр Юлдашев пьедесталăн тĕрлĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

Анна Филиппова

 Августăн 27-28-мĕшĕсенче Чистопольте алă вăйĕ виçессипе Пĕтĕм Раççей турнирĕ иртнĕ. Юлия Долгова Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă, пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

  Августăн 30-мĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта аслăрах çамрăксен хушшинче футболла выляса мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртупа асра юлнă. Стадионта «Бурилы» тата «Ротор» командăсем тĕл пулнă, вăйă 0:0 шутпа вĕçленнĕ.

 Августăн 31-мĕшĕнче Кÿкеçри стадионта ачасен «Ротор» тата «Темп» футбол командисем республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Вăйăра «Ротор» хирĕç вылякан командăна 11:0 шутпа парăнтарнă.

  Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Çĕрпÿре футбол вăййин Чăваш Ен чемпионачĕн 14-мĕш турĕ иртнĕ. Унта «Чурачики» тата «Ротор» командăсем тĕл пулнă, вăйă 4:4 шутпа вĕçленнĕ.

  Тепĕр кун Кÿкеç стадионĕ хăнасене йышăннă. «Бурилы» тата «Бомик» командăсем футболта вăй виçнĕ, 1:0 шутпа «Бурилы» мала тухнă.

  Сентябрĕн 4-мĕшĕнче Кÿкеçри стадионта аслăрах каччăсен «Ротор» тата «ОМОН» командисем республикăра мала тухассишĕн футболла вылянă. «ОМОН» команда хирĕç вылякансене 4:1 шутпа парăнтарнă.

рубрикăна Сергей Гаврилов, Игорь Кириллов тытса пыраççĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости