Акци пĕрлештерчĕ

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсенчен пĕри – «Çĕнтерÿ эстафети» чупу. Ăна Мускав автомобиль институчĕн республикăри филиалĕ йĕркеленĕ. Пуçарăвăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксенче патриотизм туйăмне аталантарасси.

Авточупăва хутшăнакансем апрелĕн 27-мĕшĕнче çăмăл машинăсемпе çула тухнă. Çамрăксем пĕтĕм Чăваш Ен витĕр иртсе ветерансемпе тĕл пулнă, вăрçăра çапăçнисен аса илĕвĕсене астăвăм кĕнекине çырса хунă. Виçĕм кун вĕсем Кÿкеçе çитрĕç, ветерансемпе тĕл пулчĕç, Паллă мар салтакăн палăкĕ патне чечек çыххи хучĕç…

«Çĕнтерÿ эстафетине» хутшăнакансене Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Ольга Матина, ветерансем, çамрăксемпе шкул ачисем кĕтсе илчĕç.

Асăннă мероприяти флэшмобпа вĕçленчĕ: пурте пĕрле «День Победы» юрра шăрантарчĕç.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости