Алă вăйне виçрĕç хастарсем

Çамрăк ăру спорта суйлать

Вăрман-Çĕктер шкулĕн спорт залĕнче Раççей ШĔМĕн СОБР, УБОП ветеранĕсен Лигин республикăри уйрăмĕн парнисемшĕн 1998 çулта тата каярах çуралнă çамрăксен хушшинче республика турнирне ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал вăл декабрĕн 19-мĕшĕнче 4-мĕш хут иртрĕ. Мероприятие сумлă хăнасем, ШĔМĕн СОБР, УБОП сотрудникĕсемпе ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Çитĕнсе пыракан ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, спорта явăçтарасси, çамрăксен хушшинче армспорта сарасси – акă епле тĕллевпе иртрĕ республикăн уçă ăмăртăвĕ. Спортпа туслисене райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, Раççей ШĔМĕн СОБР УБОП ветеранĕсен Лигин регионри общество организацийĕн председателĕ Юрий Григорьев полковник, ăмăртăвăн тĕп судйи Иван Смоленцев ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва Патăрьел районĕнчен, Шупашкартан çамрăксем чылайăн килнĕ. Елчĕк тăрăхĕн тата Чулхула облаçĕнчи Воротынски районĕн спортсменĕсем те çула кĕскетсе пĕрремĕш хут тупăшăва килни çĕнĕлĕх пулчĕ. ЧР армспорт федерацийĕн председателĕ Иван Смоленцев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 18 команда алă вăйне виçме кăмăл тунă. «Армспорт аталанса пырать, спортсменсен ăсталăхĕ те çÿллĕ шайра. Судьясен ăсталăхĕ пирки те çавнах каламалла. Районта спортăн çак тĕсĕпе пысăк шанăç паракан спортсменсем пур-ха. Вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Чăрăшкасси шкулĕнче ăс пухакан Мария Егоровăна, Атайкассинчи Николай Щербакова, Ишекри Ирина Ивановăна палăртса хăвармалла», – пĕлтерчĕ Иван Владимирович спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен.

Ăмăртура «хуçасем» хастарлăхпа палăрчĕç. Хăйĕн виçе категорийĕнче Никита Орудин, 10-мĕш класра ăс пухакан, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Анастасия Митягинăпа Андрей Поляков 2-мĕш пулчĕç, Алексей Семенов вара 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Команда кăтартăвĕсене илсен Вăрман-Çĕктер шкулĕ малти вырăна тухса кубока çĕнсе илчĕ.

Чăрăшкасси шкулĕнче ăс пухакан ачасем те алă вăйне виçессипе маттур. Шкулта алă вăйне виçмелли ятарлă сĕтелсем вырнаçтарни те спортăн çак тĕсне аталантарма хистет. Ăмăртура Евгений Николаев (2-мĕш), Мария Егорова (2-мĕш), Диана Егорова (2-мĕш), Таня Смирнова (3-мĕш), Оля Доброхотова (3-мĕш), Вадим Федоров (3-мĕш), Эльвира Григорьева (3-мĕш) вырăнсенче палăрчĕç.

Цифрăсен чĕлхипе

«Улăп» ФОК декабрĕн 19-мĕшĕнче спортпа сывлăх кунĕнче 5 пин ытла çынна йышăннă.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости