Алă çинчи мăкăль – чăрмав мар

Иртнĕ эрнере Етĕрне хулинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Республикăри хĕллехи VII ял вăййисем иртрĕç. Унта пурĕ 500 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Пирĕн ентешсем те район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕç.

Икĕ куна пынă ăмăрту

Хĕллехи ял вăййисене хутшăнакансене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Етĕрне район пуçлăхĕ Александр Краснов ăмăртусенче ăнăçу тата çĕнтерÿ сунчĕç. Сергей Владимирович Чăваш Енре спорта аталантарма пур майсем те çителĕклине палăртса хăварчĕ. «Спортсменсен 80% ялтан тухнă çынсем, пирĕн регионăн спортри ÿсĕмĕсем ялсенче спорт аталанăвĕн шайĕнчен нумай килет», – çапла пĕлтерчĕ вăл.

Хĕллехи ял вăййисем спортăн 10 тĕсĕпе иртрĕç – йĕлтĕрпе чупасси, полиатлон, вырăна чухламалли ăмăрту, кире пуканĕ йăтасси, хоккей, шашка, шахмат вăййисем, спорт çемйисен, механизаторсен тата доярсен ăмăртăвĕсем. Медальсем çĕнсе илессишĕн спортсменсем икĕ кун тупăшрĕç.

Тар кăларттарчĕ

Доярсен ăмăртăвĕ «Присурье» спортпа сывлăх центрĕнче иртрĕ. Тупăшакансене малтанах аппарата васкамасăр еплерех сÿтсе пухмаллине кăтартса пачĕç. Çакна курса тăнă пĕр арçын чăтаймасăр: «Ăçта килсе лекрĕм эпĕ?» – тесе ĕнсине те хыçса илчĕ. Унтан хăйĕнпе илсе килнĕ ĕне сумалли аппарата урайне сарса хучĕ те никам çине пăхмасăр ăна салатса пуçтарма тытăнчĕ. Ĕне сумалли хатĕре алла тытса курман çыншăн çак ĕç çăмăлах мар, аппаратăн хăш пайне хăшĕнпе çыхăнтармаллине пĕлмесен тар тухатех. Шупашкар район чысне хÿтĕлекен Янăш ял тăрăхĕнчи Иван Грачевпа Александр Матьянов та ăшша пиçрĕç. «Аппаратпа ĕне суса курман, хуçалăхра 3 ĕне тытатпăр-ха, мăшăр алăпах суса тăрать», – пытармарĕ Иван Леонидович. Александр та аппаратпа туслах мар иккен. Çапах та вĕсем умри йывăрлăхсенчен хăраса ÿкмерĕç, ыттисен ĕçне тимлĕн сăнанă май çак тĕрĕслев витĕр тивĕçлĕн тухрĕç. Александр аппарата 5 минут та 50 çеккунтра сÿтсе пуçтарчĕ (норма – 5 минут та 30 çеккунт). Иван Леонидович доярсен ăмăртăвĕнче йĕлтĕрпе ярăнассипе палăрчĕ.

Тракторпа ăсталăха кăтартрĕç

Механизаторсен ăмăртăвĕ те кăсăклă иртрĕ. Етĕрне техникумĕн территорийĕнче пухăннисем МТЗ-82 тракторпа хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсен палăртнă дистанцие хăвăрт, йăнăшмасăр парăнтармаллаччĕ. Ăмăртура çĕнтерес тесен çак условисене те пăхăнмалла – тиеве çĕре ÿкерме, палăртнă вырăнсенчен аяккарах кĕрсе кайма, двигателе сÿнтерме – юрамасть т.ыт.те. Унсăрăн штрафлаççĕ. Руль умне ларнă механизаторсен чăрмавлă тăршшĕне пурте тенĕ пекех ăнăçлă тухрĕç, вăтам кăтартусем – 1 мин та 51 çеккунт. Çапах та Йĕпреç каччине çитекен пулмарĕ, ун вăхăчĕ 1 минут та 38 çеккунтпа танлашрĕ. Темиçе çул хĕллехи ял вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Çĕмĕрле район спортсменĕ те дистанцие пĕр йăнăшсăр парăнтарчĕ. Механизаторсем малалла кире пуканĕ йăтассипе тата йĕлтĕрпе ярăнассипе тупăшрĕç.

Пьедестал çинче

Спортсменсем кире пуканĕ йăтса та тупăшрĕç. Мĕн тери вăй-хăват кирлĕ вĕт-ха 16, 24 кг-лă кире пуканĕсене çĕклеме! Шупашкар район команди ку енĕпе палăрчĕ. Дмитрий Серапионов тата Евгений Малинников хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Хĕрсем те ăнăçлă тупăшрĕç, Лилия Александровăпа Мария Яковлева та пьедестал çине хăпарчĕç.

Кире пуканĕ йăтса кубока йĕпреçсем çĕнсе илчĕç, 2-мĕш вырăнта елчĕксем пулчĕç, Шупашкар район команди 3-мĕш вырăна тухрĕ. Чăрăшкасси шкулĕн физкультура учителĕ Андрей Пономарев вĕрентекенсене кире пуканĕ йăтма хăнăхтарать. «Чи малтанах йывăр пек туйăнать, алăсем хăмпăланса ларса юнланма тытăнаççĕ, ÿт илсен каллех тренировкăсем ирттеретпĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн алă çинчи ÿт хытать», – каласа пачĕ вăл йывăрлăхсем çинчен. Чăрăшкасси ял тăрăх çамрăкĕсем полиатлон енĕпе те тупăшрĕç. «Питĕ йывăр пулчĕ, винтовкăсем çĕнĕ йышшисем, çамрăксем ун пеккисене тытса та курман», – кĕтменлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ Андрей Пономарев.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Шупашкар район хĕрĕ Анастасия Михайлова 3 км-лă дистанцие хĕрарăмсен хушшинче чи малтан ярăнса тухрĕ. Шахматла выляса Александр Александров, Андрей Белов, Татьяна Пруцакова палăрчĕç. Вăйă пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Шупашкар районĕ 5-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Сăмах май

Республикăри хĕллехи VII ял вăййисен чи вăйлă спортсменĕсем Пермь крайĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял вăййисенче пĕрлешнĕ команда йышĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости