Аркатуçăсем телей курман

Апашра 1848 çултах «Казанская» Турă амăшĕн ячĕпе хисепленекен йывăç чиркĕве хăпартса лартнă. 1821 çулта çĕнĕ чул никĕс хунă, анчах та чиркĕве 1846 çулта кăна туса пĕтерме май килнĕ. Çирĕм çултан истори докуменчĕсем ăна чиркĕве çÿрекен Ефрем Ефимов укçи-тенкипе çĕнетни пирки каласа параççĕ.

Ку прихожана паллă купса йăхĕн пуçаруçи пек те пĕлеççĕ. Вăл суту-илÿпе, ал ĕçĕпе тата промыслапа аппаланнă. Прокопий Ефремов та сахал мар пулăшу кÿнĕ. Вăл 1815 çултан пуçласа çак чиркÿ старости пулни паллă. 1884 çулта вара хăйĕн укçа-тенкипе Иккассинче чиркÿ хăпартса лартнă.

Апашри чиркÿ патне таврăнса Анна Николаевна Иванова (1910 çулта çуралнă), Сергей Иванович Иванов (1921), Иван Никитич Никитин (1919) каласа панисене илер. Вĕсенчен пирĕн штатра тăман корреспондент Леонид Павлов ыйтса пĕлнĕ.

«Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче чиркÿсене, тĕне тата ĕненекенсене хирĕç тăма пуçларĕç. Совета хирĕçле ĕç-хĕлшĕн Апаш чиркĕвне хупса хучĕç. 1933 çулта ăна аркатрĕç. Çывăхри ялсенчен çĕр-çĕр çын – чиркĕве çÿрекенсем – пухăнчĕç, анчах ăна ватма пĕрин те алли çĕкленмерĕ. Вырăнти влаçăн аякри Шаккăлтан çынсене чĕнсе илме тиврĕ. Çичĕ арçын ултă пĕчĕк чана чÿречерен вăркăнтарчĕç кăна… 100 пăтлине вара шертепе антарма хăтланчĕç, анчах та вĕсем йывăрăшне тÿсейменнипе хуçăлса анчĕç. Чан ÿксе катăлчĕ. Ăна кувалтăсемпе ватса пĕтерчĕç. Чиркÿ çурчĕн кирпĕчĕсене çул тума, соцкультура çурчĕн никĕсĕ валли турттарма тытăнчĕç. Турăшсене вара хуралтăсенче купаласа хучĕç, хăшĕ-пĕрне ялти çынсем пĕрле иле-иле кайрĕç. Священник пурăннă çуртра çуллахи кунсенче ача-пăча садикĕ ĕçлерĕ, тиек кил-тĕрĕшĕнче – выльăх-чĕрлĕхе сиплемелли çурт туса хучĕç. Чиркÿ тавралли тимĕр хÿмене çав çулах сÿтсе кайрĕç. Çак вырăнта Апашри çичĕ çул вĕренмелли шкула тума пуçларĕç. Чансем ун тавралла чылай вăхăт йăваланса выртрĕç. Темиçе çултан вĕсене Шупашкара ăсатрĕç».

Шаккăл ялĕн ватă çыннисем Леонид Павловича каласа панă тăрăх, «хăюллă аркатуçăсенчен» пĕрин те шăпи телейлĕ пулман, вĕсем пурте пурнăçран вăхăтсăр, асаплă уйрăлса кайнă.

XIX çулта ларнă чиркÿллĕ ялта пырса кĕнĕ вырăнта паян Хусан турă амăшĕн турăшĕн çăлĕ, кунтах часовня пур, Турра ĕненекенсене йышăнмалли çурта туса пĕтернĕ.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости