Археологсем тĕпчĕç

Кĕркунне Хурăнлăх ялĕ çывăхĕнчи аваллăх вырăнĕсене археологсем тĕпчеме тытăнĕç. Çакăн пирки Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕн заведующийĕ Наталия Березина пĕлтерчĕ.

Аса илтеретпĕр, 2000 яхăн çулти çĕнĕ археологи палăкне уçасси çинчен майăн 20-мĕшĕнче иртнĕ XXII Апаш вулавĕсенче пуçласа пĕлтернĕччĕ. Авалхи вырăн йĕри-тавра çĕре шалчасем чиксе тунă картасем, валсем, канавсем вырнаçнă. Çак тăрăх – тĕпчев объекчĕ.

Унччен археологсем Шупашкар районĕнче Толикасси, Юртукасси çывăхĕнче авалхи кил вырăнĕсене, Апаш, Пикшик, Колешша çывăхĕнче курган вилтăприйĕсене, Çĕньял, Шоркка, Мăнал, Колешша, Ойкасси çывăхĕнчи çынсем пурăннă вырăнсене, Энтимĕркассинче, Шайкилт çывăхĕнче авалхи ял вырăнĕсене, Шĕнерпуçĕнче кĕлĕ çуртне тупса палăртнă пулнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости