Асăрхăр: конкурс!

Республикăра «Раççей династийĕ» Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш конкурсăн регионри тапхăрĕ пырать. Унăн организаторĕсем культурăпа ĕç династийĕсен чи лайăх йăлисене сарас тĕллеве хăйсен умне лартаççĕ. Çапла майпа вĕсем республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсем пирки пурне те илтме май туса парасшăн.

Конкурса тăратнă ĕçсене виçĕ номинаципе хаклаççĕ: «Ĕмĕртен – ĕмĕре» (çĕршывра ĕçлесе пурăннă пĕр йăхри темиçе ăру представителĕсем çинчен), «Профессири çемье» (пĕр професси сферинче вăй хуракан ĕç династийĕсем), «Çĕршыв мăнаçлăхĕ» (Раççейре палăрнă династи представителĕсем). Конкурса тăратакан материалсенчен ирĕклĕ майпа çырнă эссе, изложени, сăн ÿкерчĕксем пулмалла. Конкурс комиссийĕ çемье альбомĕсене те, видеофильмсене те, йăхнесĕл йывăççине те, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене те хапăл. Вĕсене заявкăпа пĕрле 2016 çулхи март уйăхĕн 10-мĕшĕччен ЧР Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерствинче çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 629-мĕш пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8352) 64-21-26.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости