Аталанать, чечекленет райцентр

«Улăп» спорткомплекс умĕнчи лапамăн пĕр кĕтесĕнче ачасем клоун ертсе пынипе спорт эстафетинче тупăшрĕç, тепринче – вĕсем асфальт çине ÿкеретчĕç. Теттесемпе сувенирсем сутакан палатка хули тавралла вара шашлăк шăрши сарăлчĕ…

Çакăн пек савăнăçлă пуçланчĕ Кÿкеçĕн 270-мĕш çуралнă кунне халалланă уяв. Поселок çыннисене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл пурне те телей, тăнăç пурнăç тата вăрăм кун-çул сунчĕ. «Паян Кÿкеç – Шупашкар районĕнчи пĕр тикĕс аталанакан ĕçлĕ центр», – палăртрĕ вăл. Историе пĕлмесĕр унăн пуласлăхне йĕркелеме май çук. Шăпах вăл аталанупа ÿсĕме хаклама май парать. Кÿкеç çулран-çул илемленсе, пуянланса пыни вара куç умĕнчех. Куллен çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, предприяти-организацисем райцентр аталанăвне ÿсĕм хушса утăм хыççăн утăм тăваççĕ. Хăйĕн салам сăмахĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров çакăнта районăн кашни ĕç çыннин, çамрăксен, ĕç ветеранĕсен тÿпи пуррине каларĕ. «Кÿкеç поселокĕ – Шупашкар районĕн сăн-сăпачĕ. Райадминистраци ĕçченĕсен, уява пухăннисен шухăшне те палăртăп тен, анчах та поселок паян чăнах та тивĕçлĕн, илемлĕн курăнать», – терĕ вăл.

Поселока çакăн пек ят панипе çыхăннă халапа уява пухăннисене Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов каласа пачĕ. Икĕ ĕмĕр каяллахипе танлаштарсан Кÿкеç сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă паллах. Поселок паянхи вăхăтпа тан аталанать. Уявпа саламлама Пушкăртстанран ятарласа килсе çитнĕ делегаци ертÿçи – Аургазински районăн Талбазинский ял тăрăх пуçлăхĕ Айдар Нафиков та çакна палăртрĕ. «Эпир çакăн пек спорт комплексĕ пирки ĕмĕтленетпĕр кăна-ха»,– терĕ вăл парне кÿнĕ май. Уяв концерчĕ валли стадионра пысăк сцена вырнаçтарнăччĕ. Районти тĕрлĕ тĕслĕ çи-пуçлă, хастар пултарулăх коллективĕсем – аслисемпе танах ачасем те – ун çинче пĕрне-пĕри улăштарчĕç кăна. Çумăр та кăмăла хуçаймарĕ.

Парнесĕр уяв – уяв-и вара? «Чи хăтлă кил-çурт» конкурс çĕнтерÿçисем – «Советская» урамри 70 тата 72-мĕш çуртсенче пурăнакансем – 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç. Эппин, райцентр татах та чечекленĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости