Шупашкар районĕнче савăнăçлă пулăмсем черетленсех пыраççĕ. Лайăх чылай улшăну вĕрентÿ тытăмĕнче пулса иртнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Аталанăва эпир чи малтанах çитĕнекен ăрупа, ачасемпе çыхăнтаратпă
Уяв варкăшĕ учреждени хапхи умĕнчех сисĕнчĕ. Кунта ачасене тĕрлĕ юмахри персонажсен тумĕсене тăхăннă хаваслă артистсем кĕтсе илчĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Савăнăçа кÿкеçсемпе пайлама сумлă хăнасем те килсе çитрĕç – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн секретарĕ – ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви
Райадминистр
Чăн та, садикĕн пĕрремĕш чулне хунăранпа ашшĕ-амăшĕсе
Георгий Иванович ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн шантарăвне аса илсе ача садне тума укçа-тенке туллин усă курнине пĕлтерчĕ. Унччен маларах палăртнă подряд организаци ĕçе пурнăçлассине вăраха тăснă пирки садике палăртнă вăхăт тĕлне уçма май килмен, графике темиçе хут та улшăну кĕртнĕ. «Стройсервис» ООО директорĕ Анатолий Илларионов вара аукцион хыççăнах ĕçе кÿлĕнсе, чăн-чăн строитель пек, учреждение ачасене йышăнма икĕ уйăх хушшинчех хатĕрлесе çитерчĕ. Çавăнпа та Анатолий Леонидовича сумлă лару-тăрура Шупашкар район администраци
«Крепыш» – вăхăт, шанчăклăх тĕрĕслевне тÿссе ирттерсе патваррăн çĕкленсе ларнине палăртма çакăн пек ят панă ăна. Иван Борисович шкулчченхи çак вĕрентÿ учрежденийĕ республикăра çĕкленекен садиксенчен чи нумай хĕн-хур тÿснисен шутĕнчен пулнине аса илчĕ. РФ Президенчĕн, ЧР Пуçлăхĕн Указĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан проекта тÿрĕ мар кăмăллă подряд организаций
Николай Владимирови
Вячеслав Викторович хăйĕн салам сăмахĕнче ентешĕсемшĕн чунтан савăннине пытармарĕ. Омбудсмен ку ача садне çул такăрлатакан шăпăрлансем пурнăç çулĕ тăршшĕпех ăнăçуллă пуласса шаннине каларĕ.
Садик алăкĕ малашне ачасемшĕн уçă пулнине çирĕплетсе хăйăва каснă хыççăн хăнасем вылямалли, çывăрмалли пÿлĕмсене тата апат-çимĕç блокне пăхса çаврăнчĕç. Кунта пĕтĕмпех вĕр çĕнĕ – кавирсемпе савăт-сапара
Вăйă, юрă-ташă залĕсене çĕнĕ йышши оборудовани
Савăнăçлă тепĕр самант иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн амăшĕн капиталĕн федераци сертификатне
Уяв акт залĕнче Кÿкеçри ытти ача сачĕн шăпăрланĕсем хатĕрленĕ савăнăçлă концертпа малалла тăсăлчĕ. Поселокра пурăнакан Наталья Казакова кунта пĕчĕк ывăлĕпе тата кĕçех çулталăк тултаракан хĕрĕпе килнĕ. «Сăн ÿкерчĕксенче курсанах пире ача сачĕ питĕ килĕшрĕ. Пысăкланнă çĕре хĕрĕме çакăнтах çÿреме пÿрессе тем пекех шанас килет», – хăйĕн шухăш-кăмăлн
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ