А​ча са​чĕ кă​çал ху​та ка​йĕ-и?

Кÿ​кеç по​се​ло​кĕн​чи ача сад​не хă​çан ту​са пĕ​те​рес​си пал​лă-и? Ĕç­се​не вĕç­ле​ме çĕ​нĕ под​ряд​чи​ке явăç­тар​ни​не илт​рĕм. Тĕ​рĕс-и çа​кă?

Ми​хаил КУЗНЕЦОВ, Кÿ​кеç

Зоя МАСЛОВА, Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​ пуç­лă​хĕн çу​мĕ:

– Ирт​нĕ эр​не​ре Кÿ​кеç­ри 240 вы​рăн​лă ача са​дĕн​чи ст​рои​тельст​во ĕçĕ​се​не вĕçле​ме аук​цион ирт​тер​нĕ. Çа​кăн пир​ки пĕл​тер​се та​та ун​па çы​хăн​нă пĕ​тĕм до​ку​мен​та​цие Пĕр​ле​хи элект​рон су​ту-и​лÿ пло​щад​кин​че выр​наç­тар​нă. Ун​та хут​шăн​нă ви​çĕ под​ряд​чик​рен ик​кĕш​не аук​цион йĕр​ки​се​не ти​вĕçтер​мен​ни пир​ки çак ирĕк​рен хă​тар​ма тив​нĕ. Кун​па ки​лĕш​ме​сĕр вĕ​сен​чен пĕ​рин предс​та​ви​те​лĕ Фе​де​ра​цин мо​но​по​ли​пе кĕ​ре​ше​кен служ​бин рес​пуб​ли​кă​ри уп​рав​ле​ни​не ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​не хи​рĕç çă​хав çыр​ни​не па​лăрт​ни вы​рăн​лă – ĕçе пур​наç­лас​син хă​вăрт​лăх​не ÿс​тер​ме май кил​мен​ни çа​кăн​па çы​хăн​нă. Ан​чах та ФАС ра​йад​ми​нист​ра​ци до​ку​мен​чĕ​сен​че йĕр​ке​не пăс​ни​не туп​са па​лăрт​ман, ве​домст​во йы​шă​нă​вĕ хыççăн ву​нă кун хуш​шин​че под​ряд​чик​пе – «Строй​сер​вис» ООО​па – ки​лĕ​шÿ тă​вă​пăр. Шал​ти ĕç­се​не вĕç­ле​се ача сад​не çул​та​лăк вĕçле​нич​чен ху​та яма па​лăр​тат​пăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости