Вулав культури аталанать

Янăшри библиотека çĕнĕ вулакансене яланах хапăл. Октябрĕн 27-мĕшĕнче «Ивушка» ача сачĕн аслă ушкăнĕнчи ачасене валли çакăнта «Кунта кĕнекесем пурăнаççĕ» экскурси иртрĕ.

Библиотека ĕçченĕ ачасене нумай çĕннине каласа пачĕ, кунта хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарчĕ. Кĕнекесене тирпейлĕ тытмаллине те асăрхаттарчĕ вăл. Ачасем кунтах «вулав залĕ», «вулакан формулярĕ», «кĕнекесен стеллажĕ» текен сăмах çаврăнăшĕсемпе паллашрĕç. Аслă ушкăнти ачасем хăйсен ÿсĕмĕ валли кăларнă кĕнекесемпе тата журналсемпе, иллюстрациллĕ энциклопеди изданийĕсемпе паллашрĕç.

Библиотека ĕçченĕсен тĕллевĕ – пĕрремĕш хут вулавăша килнĕ ачасене кунти правилăсемпе паллаштарса ăша хывма вĕрентесси. Çапла майпа аслисем ачасене вулав культурине аталантарма, кĕнекесене юратма хăнăхтараççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости