«Выляса илнĕ» – кĕтсе илеймен

Иртнĕ вырсарникун Раççей ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕнчен Кÿкеçре пурăнакан 37-ри хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Унăн картти çинчен укçа çухалнă иккен. Сахалах та мар.

Интернет урлă çĕршыври паллă банк страницине кĕнĕ хыççăн ун патне пысăк сумма – 999 999 тенкĕ – выляса илни пирки смс-çыру килнĕ. Çак укçана илме ăна банк картин реквизичĕсене çырса яма тата пин-кодпа çирĕплетме сĕннĕ. «Выляса илнĕ» укçана çав-çавах кĕтсе илеймен хĕрарăм. Пушшех – çакăн хыççăн унăн счечĕ çинчен 8128 тенкĕ çухалнă. Шалти ĕçсен пайĕнче çак тĕслĕхпе «ултав» статьяпа уголовнăй ĕç пуçарнă.

Шел те, ултав мелĕпе счет çинчи укçана вăрлани пирки пулăшу ыйтакансен заявленийĕсене полицейскисен час-часах йышăнма тивет. Ямăт укçана кăмăллакансем чи малтан шанăçа кĕреççĕ, унтан счетсемпе операцисем ирттерме кирлĕ, телефон номерĕпе килекен вăрттăн кодсене ыйтса пĕлеççĕ.

2015 çулта çулталăк каяллахипе танлаштарсан ултав тĕслĕхĕсем 124% ÿснĕ: вĕсене 56 (25) шута илнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости