Вăхăтра тÿлеменшĕн – штраф

Кашни çыннăн ĕç укçине вăхăтра илес килет, ĕçрен кайсан паракан тÿлеве вара пушшех те. Тĕрĕссипе, РФ Ĕç кодексĕн нормипе çапла пулмалла та: кашни сотруднике шалăва тата ытти тÿлеве ĕçленĕ юлашки кун тĕлне парса пĕтермелле. Çакăн пирки кодексăн 136-мĕш статйинче ăнлантарнă. Анчах та ĕç паракансенчен хăшĕ-пĕри закона çăмăлттайла йышăнать, çакă тÿнтерле çаврăнса тухма пултарасса шухăшламасть те-ши?

Шупашкар район прокуратури ĕçлекенсен прависене пăснипе çыхăннă темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. «АЗС-ИРБИС» ООО-ра А. операторта вăй хунă. Ултă уйăх иртсен ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă, пуçлăх алă пуснă, анчах та оператора тÿлемелли укçана – 1693 тенке – организацире вăй хунă юлашки кунхине те паман, тепĕр 10 кунран çеç. Ĕçпе тивĕçтернĕ предприяти çапла майпа закона пăснă, унăн ертÿçине вара çакăншăн РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1-мĕш пункчĕпе айăпланă. Суд 4 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăну кăларнă. Кунсăр пуçне тата закона пăсма юраманни пирки асăрхаттарнă. Çапла, халĕ пуçлăхăн хăйĕн патĕнче ĕçленĕ çынна тÿлемелли виçерен икĕ хут ытларах укçа кăларса хума тивет.

Çакнашкал тепĕр тĕслĕхе те тупса палăртнă район прокуратури «РенАвто» ООО-ра. Закона хирĕçле схема пĕрешкелех темелле: районти пĕр предприятире виçĕ сотруднике ĕçрен хăтарнă кунах шалу паман: пĕрне – 9, теприне – 17, виççĕмĕшне 22 кунран тин. Ку хутĕнче те пуçлăха маларах асăннă статьяпа айăпланă. Яваплăх виçи те 4 пин тенкĕ штрафпа танлашнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости