Вĕри шыв пулĕ-ши?

Кÿкеç поселокĕнче централизациленĕ тытăмпа хутса тăракан «конечкăри» çуртсенче çăвĕпех вĕри шыв çуккипе нушаланатпăр. Хăшĕ-пĕрисем бойлерсем лартнă-ха, анчах пурте çакна тăваймаççĕ-çке. Хăçан та пулсан поселокри çуртсенче çуллахи вăхăтра вĕри шыв пулĕ-ши?

Анжела ТИХОНОВА, Кÿкеç

Андрей МИХАЙЛОВ, Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ:

– «Конечкăри» нумай хутлă çуртсене ăшăпа 4-мĕш котельнăй тивĕçтерсе тăрать. Çуллахи вăхăтра, ăшă тытăмне сÿнтерсен, вăл çуртсене вĕри шыв илсе пыраймасть. Асăннă котельнăй поселокра чи хăватли, вăл 20 ытла нумай хутлă çурта ăшăпа тивĕçтерет. Анчах ăшă пăрăхĕсем кивелсе çитнĕ. Котельнăя реконструкцилеме тата унпа çыхăннă ăшă пăрăхĕсене ылмаштарма 2011 çултах проектлă смета документацине хатĕрленĕччĕ. Ун чухнехи хаксемпе 115 млн тенкĕ кирлĕ пулни палăрчĕ. Ял тăрăх бюджетĕнче çак ĕçсене валли укçа-тенкĕ çителĕксĕр.

Нумай хутлă çуртсене çуллахи вăхăтра вĕри шывпа тивĕçтерме уйрăм котел кирлĕ. Ял тăрăх бюджетне тепĕр çул епле тăкаклассине йĕркеленĕ чухне çак тĕллевпе укçа-тенкĕ пăхса хума палăртрăмăр. 2016 çулта нумай хурас ыйтăва хускатăпăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости