Дружина – полици тĕревĕ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Кÿкеçри культура çуртĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ЧР ШĔМĕн территорири органĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Кунта Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче халăха хăрушсăрлăхпа тата йĕркелĕхпе тивĕçтерессине тата Раççейре йĕркене пăсассине сирес тытăмăн тĕп саманчĕсем çинчен калакан федераци законĕ епле пурнăçланнине сÿтсе яврĕç.

Семинар-канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев уçрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата ШĔМĕн территори уйрăмĕсенчи органĕсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă май халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес майсене палăртма пĕр-пĕрне ăнăçлă опытпа паллаштарма сĕнчĕ. Кÿкеçри тĕп культура çуртне вĕсем шăпах çак тĕллевпе пухăнчĕç те ĕнтĕ. Мероприяти ШĔМĕн ултă муниципалитетри уйрăмĕн ертÿçисем, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри тата Муркаш районĕсен, Çĕрпÿ хула администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, халăх дружинисен командирĕсем хутшăнчĕç.

ЧР ШĔМĕн полицин обществăри йĕркелĕхе сыхлакан пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров Çĕрпÿ районĕнче обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсене, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче ÿсĕрсем тунă, Муркаш, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче йăлари преступленисен йышне чакарассипе тухăçлăрах ĕçлеме хушрĕ.

ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăм пуçлăхĕ Владимир Степанов урамра тата халăх нумай пухăнакан вырăнсенче йĕркелĕхпе тивĕçтерес ĕçсем мĕнле пулса пынипе паллаштарчĕ. Александр Макаров районта халăх дружинисем çителĕклех марри тата видеосăнав камерисен шутне те ÿстермелли пирки каларĕ. Ялсенче спиртлă шĕвексене закона пăсса сутакан вырăнсене тупса палăртассине районти уйрăм ĕçченĕсем малашне уйрăмах вăйлатĕç – ШĔМĕн пай пуçлăхĕ çакăн пек хушу пачĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев район çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă мерăсем пирки каласа пачĕ. Районти «Звезда» халăх дружинине кĕрекен 10 çын кăçалхи пĕрремĕш кварталта постпа патруль, çул-йĕрпе патруль службисен сотрудникĕсемпе, полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле обществăри йĕркелĕхе тивĕçтернĕ май 220 сехет службăра тăрса 50 административлă йĕркене пăснă тĕслĕхе тата пĕр преступление чарнă. 2017 çулта йĕркене пăсассине чакарма 265 пин тенкĕ уйăрнă. Çакăнтан 100 пин тенке халăх дружинисене хавхалантарма янă, çул çитменнисем йĕркене пăсассине асăрхаттарма – 20 пин тенкĕ, йĕркене пăсассине сирме пулăшакан методикăпа информаци хатĕрĕсем валли тата халăхăн право культурине ÿстерме – 50 пин тенкĕ. Полицин Ишекри участок пункте юсама 95 пин тенкĕ уйăрнă.

Профилактика мероприятийĕсем кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта тунă преступленисен 32,3% чакарма май панă.

АЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости