Европа чемпионатне – тивĕçлĕ шайра

Апрелĕн 8-мĕшĕнче Мускавра РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков ертсе пынипе кăçал Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европăн команда чемпионатне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, çăмăл атлетикăн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн генеральнăй секретарĕ, çăмăл атлетикăн Европăн VI команда чемпионачĕн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хулин администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн членĕсене РФ спорт министрĕ Виталий Мутко саламланă. Вăл çăмăл атлетикăпа иртекен Европа чемпионачĕ Шупашкарта çÿллĕ шайра иртессе çирĕп ĕненнине пĕлтернĕ. Министр Чăваш Ен хăйне тĕнче шайĕнчи спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме хатĕр регион пек кăтартма пултарнине палăртса хăварнă.

ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин ăмăртусенче Европăн 12 çĕршывĕ – Беларуç, Великобритани, Германи, Итали, Испани, Норвеги, Польша, Раççей, Украина, Финлянди, Франци, Швеци – командисем хутшăннине пĕлтернĕ. Хальлĕхе Европа Чемпионачĕн ĕç тăвакан дирекцине йĕркеленĕ, хатĕрленÿ тапхăрĕнчи тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ ăмăрту умĕн «Олимпийский» стадионта реконструкци ĕçĕсем иртнине пĕлтернĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости