За​вод пу​лать-и?

Пи​рĕн ял çы​вă​хĕн​че «Э​ко​ва​та» за​вод пу​лать те​ни​не илт​рĕ​мĕр. Ун пек​ки Ка​наш ра​йо​нĕн​че те пур те​се ка​лаççĕ. Ку хы​пар тĕ​рĕс-​ши? Вăл этем сыв​лă​хĕ​шĕн хă​руш​лăх кă​лар​са тă​рат​масть-и?

Са​ра​па​кас​син​че пу​рă​на​кан​сем

Павел АМУР​ЦЕВ, Са​ра​па​кас​си ял тă​рăх пуçлă​хĕ:

– Пи​рĕн ял тă​рăх тер​ри​то​ри​йĕ предп​рия​ти-ор​га​ни​за​ци ен​чен пуя​нах мар. Пĕр С.Д. Чер​ну​ха ХФХ​на кă​на асăн​ма пу​лать. Ял тă​рăх тер​ри​то​ри​йĕн​че предп​рия​ти-ор​га​ни​за​ци ну​май​рах пул​ни япăх мар, вĕ​сем тÿ​ле​кен на​лук​сен пĕр па​йĕ ял тă​рăх бюд​жет​не ки​лет. Ял тă​рăх бюд​же​чĕ мĕн чух​лĕ пы​сăк​рах, ха​мăр тă​рăх​ра çа​вăн чух​лĕ ну​май ĕç ту​са ирт​те​реет​пĕр – вак-​тĕвек​рен пу​çăн​са пы​сăк ĕçсем та​ра​нах (а​ча-​пă​ча пло​щад​ки лар​тас​си, урам​сен​че çу​тă тă​вас​си, çул​сем са​рас​си та​та ыт. те).

Çын​сем аха​лех се​хĕр​ле​неççĕ: ял çы​вă​хĕн​че за​вод мар, пы​сă​ках мар предп​рия​ти пу​лĕ. Чăн​ни​пех те, ун пек​ки Ка​наш​ра пур, предп​рия​ти ма​ку​ла​ту​рă​ран эко​ло​ги ен​чен та​са та​вар ту​са кă​лар​ма па​лăр​тать. Предп​рия​ти ху​та кай​сан вы​рăн​ти çын​се​не 25 ĕç вы​рă​нĕ​пе ти​вĕçтер​ме пул​та​рĕ. Ăна ял​та мар, ял çы​вă​хĕн​чи уй​ра ту​ма па​лăр​таççĕ. Пи​рĕн ял тă​рă​хĕ​шĕн ку пу​лăм япăх мар те​се шу​хăш​ла​тăп, çын​сем ĕç вы​рă​нĕ ту​пĕç, ял тă​рăх бюд​жет​не те ук​çа ху​шă​нĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости