«Зинăна тавăрса парăр!»

Тăватă теçеткене яхăн çул… Çак хушăра сцена çинчен сахал мар куракана макăртнă та, култарнă та Çĕньял театрĕ. Республикăри халăх театрĕсен тата драма ушкăнĕсен Элĕкре иртнĕ конкурс-фестивалĕнче вăл çитес виçĕ çуллăха халăх ятне çирĕплетсе таврăнчĕ.

Анчах та театр – çавăнпа вăл театр. Унăн пурнăçĕ те пăтăрмахсăр мар. Коллектив элĕксем патне Л. Сачковăн «Эсĕ кайрăн та» спектаклĕпе çитме хатĕрленнĕ, анчах та çула тухиччен икĕ кун юлсан тĕп герой больницăна лекмеллех йывăр чирлесе ÿкет.

Çунат айĕнчен

«Вара Л. Толстойăн «Вырăс кăмăлĕ» спектакльне хатĕрлеме тиврĕ», – каласа парать театр режиссерĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Петрова. Мĕн тетĕр? «Чи лайăх арçын сăнарĕшĕн» парнене театрта тахçантанпах вылякан Герман Иванов тивĕçнĕ, III степень дипломне чи лайăх хĕрарăм сăнарĕшĕн Зоя Яскей илсе килнĕ. Театр вара смотр-конкурсран II степень дипломĕпе таврăннă. Вăт çакăн пек вăл, Çĕньял халăх театрĕ – тĕлĕнтерет те, кашни артист пурнăçĕнче çухалми йĕр хăварать. «Ыттисем пĕр спектакле хатĕрлеме ĕлкĕреймен – вĕсем вара иккĕмĕшне лартаççĕ», – тесе те çĕньялсем пиркиех калаççĕ.

Пирĕн хушăмăрта пĕр-пĕринчен вĕренмелли те нумай», – тет режиссер куракансен речĕ сайралманнишĕн хĕпĕртесе. Акă, Л. Сачковăн «Эсĕ кайрăн та» спектаклĕнче Борис рольне вылякан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентин Захаров, çакăнтах Мира ролĕнчи Эльвира Викторова, çавăн пекех Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ Татьяна Кузьмина, «Яла таврăнсан» спектакльти Герман Ивановпа Алевтина Полякова сцена çинчи ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ. «Çăлкуç» халăх ташă ушкăнĕ те, культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕ те унăн çунатти айĕнченех тухнă. Кашнин – хăйĕн историйĕ. Пĕрне ялти совхоза куçарма памасăр сыхласа хăварнă хĕрарăмсен штатĕнчен йĕркеленĕ вăл, теприне – тахçанах лайăх пĕлнĕ пултаруллă Земфира Кузьминична Яковлевăна ялти ватă хĕрарăмсене пуçтарма ÿкĕте кĕртсе.

«Эсĕ-им вăл, çав кинемей!?»

Çĕньялти ачасемпе çамрăксен «Шăнкăрав» театр-студине те Зинаида Петровăн «чĕпписемех» çÿреççĕ. Сахал мар ачана çитĕнтернĕ вăл. Çакăн хыççăн чылайăшĕ пултарулăхне халăх театрĕнче малалла аталантарать. Наталья Шатова, Людмила Захарова, Андрей Ананьев, Светлана Исакова студирен театра куçнă. Пĕрре мар теçетке çулта республикăри тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене йышăннă.

«Ленинград блокади» спектакльпе самай çÿрерĕмĕр. Тата «Çарăк лартса» республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитнĕ, – аса илет Зинаида Николаевна. – Çак халăх юмахĕнче карчăка вылянă Анастасия Николаевăна ун чухне «Чи лайăх хĕрарăм ролĕпе» палăртрĕç. Пуканесен театрĕнче пулса иртрĕ ку. Драмăн экспериментлĕ театрĕн ертÿçи Валерий Проворов сцена çинчех ун умне чĕркуçленсе ларчĕ. Тĕлĕннине пытараймарĕ: «Эсĕ-им вăл, çав кинемей!? Ну тÿрлен-тÿрлен ĕнтĕ – лăпкарĕ çурăмĕнчен хĕрачана».

Пилĕк çултах сцена çине тухнă Настя блокадăри Ленинград çинчен лартакан спектакльте «бомбардировка» сăмаха та калама пĕлмен-ха, çапах кашни саманта чĕррĕн сăнлама пултарнипе куракан чунне витернĕ. Малтан амăшĕн аппăшне, каярах вара асламăшне те театра выляма çавăтса килнĕ. Тамара Николаевăсăр паян «Бомжик» спектакль çакăн пекех интереслĕ пулса тухмĕччĕ паллах.

Ÿнер, искусство çăлать, чуна сиплет. Театрта пулнă май çакна та ăнлантăмăр эпир. «Аранах палласа илтĕм çав хĕрарăма: хуйхă авать, хуйхă хуçать… Макăра-макăра хăйĕн пурнăçĕ пирки сăмах пуçарчĕ. Кинĕпе çыхланса кайнă мăшăрĕ сахал мар çунтарнă унăн чунне, анчах та парăнмасть хăюллă хĕрарăм – ĕнине машина çине хăпартса лартать те Çĕньяла пурăнма куçса килет. Ыранах клуба пыратăн терĕм. Килĕшрĕ. Театр пулман тăк хăйĕн пурнăçĕ мĕнле килсе тухасси пирки паян тавçăрма та хăрать вăл, – чунне уçса каласа парать театр çăлнă хĕрарăм шăпи пирки режиссер. – Чăвашла та пĕлмен вăл, халĕ пурне те сутса ярать. Пĕрремĕш спектакльте (Н. Парыгинăн «Туй парни») кÿршĕ хĕрарăмĕн рольне вылямаллаччĕ унăн. Мăрьерен тĕтĕм тухать тесе каламаллаччĕ. «Марьепе» «мăрье» хушшинчи уйрăмлăха ун чухне тавçăрман, халĕ вара çак пăтăрмаха аса илсе хăй те кулмасăр чăтаймасть. Сцена çине тухсан паян унран телейлĕрех хĕрарăм çук та тейĕн…»

Чаршав уçăличчен

Пĕрремĕш класрах «Çарăкра» вылянă Зинаида Петрова, тус-юлташне пухса концерт ларттарнă, кăмака çинчен вара пукане театрĕ кăтартнă.

Шкул хыççăн Çĕрпÿри Культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ хушăрах пукане театрĕн радиоушкăнĕнче ĕçленĕ. Мăшăрлану хыççăнах – пĕрремĕш гастроль. «Виçĕ уйăхлăха Пушкăрта тухса кайрăмăр: мăшăр унта, хам – кунта. Пыркаласа çÿрерĕ пулсассăн та пĕр-пĕринсĕр хытă тунсăхлаттăмăр, вара кĕркунне унтан кайма заявлени çыртăм. Ĕç кĕнекине памарĕç, ятларĕç. Ăна кĕтсе илмесĕрех ялти культура çуртне ĕçлес туйăмпа пырса кĕтĕм. Кунта директор кирлĕччĕ. Театртан та ярасшăн мар, тепĕр ултă çын паратпăр теççĕ ман вырăна..» – сÿтĕлет аса илÿ. «Улттăшне те хăвăрăн валли илĕр, Зинăна вара тавăрса парăр», – тенĕ районти культура пайĕн пуçлăхĕ Валентина Гурьева. Кадр ыйтăвне татса пама театр министерствăна та çитнĕ, анчах та евитленине хирĕç Зинаида Николаевнăна мухтанă кăна: çын хăйĕн профессийĕпех тăрăшать-çке-ха! Çитменнине тата ялта.

41 çул пĕр клубра… Çак хушăра 52 спектакль лартнă – ку сахал мар. 1975 çулта кунта вăл директорта ĕçлеме пуçланă. Икĕ çултанах Владимир-Суздальте А. Ларченкăн «Пĕр хурăн çеç пĕлет» спектакльне лартнă хыççăн театр халăх ячĕллĕ пулса тăнă. Çакăн хыççăнах «Крестьянка» журналта çĕньялсем улах ларни пирки пысăк статья пичетлесе кăларнă.

Зинаида Николаевнăн ячĕ «Раççейĕн чи лайăх çыннисем» энциклопедире. Культура ĕçĕнчи, пултарулăхри, культпросветучрежденисен социализмла ăмăртăвĕсенчи пысăк çитĕнÿсемшĕн çĕршывăн, республикăн культура министерствисем тĕрлĕ вăхăтра панă хисеп грамотисен, дипломĕсен шучĕ те çук.

Спектакльсене тĕпрен илсен юрату темипе, çемье пăтăрмахĕсем тавра лартать Зинаида Петрова, вăрçă çинчен те самай. «Пьесăна чи малтанах вулакан, унтан режиссер куçĕпе хак паратăп. Хăш роле кам выляма пултарасса тавçăратăп. Репетицисен пысăк пайĕ сĕтел хушшинче иртет: рольсене пайласа, вĕсене «кĕрсе». Премьерăччен чылай ĕçе пурнăçлама тивет – пьесăна сÿтсе явмалла, пайламалла, сюжетсене «тасатмалла», генеральнăй репетици ирттермелле», – чаршав уçăличчен мĕн чухлĕ ĕç туса ирттермелли пирки каласа парать режиссер. Вăл вара пысăк сцена çинчи чăн-чăн театрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вара кураканăн режиссер рольсене валеçсе панă чухне мĕнле майпа пĕрре те йăнăшманни пирки тавçăрмалли кăна юлать. Вĕсем пĕр спектакле виçĕ-тăватă хут та килсе курма хатĕр.

Зинаида Петрова хăй шÿтсене, камитлĕ пулăмсене кăмăллать, драма та илĕртет ăна. Вăрçă теми чунне çывăх пулнине вара ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен хăрах урасăр таврăннипе ăнлантарать. Апла пулин те мăшăрĕпе 8 ачана – икĕ ывăлпа ултă хĕре – ура çине тăратнă, аслă пĕлÿ панă.

Ăçта çуралнă – çавăнах кирлĕ пулнă тет Зинаида Николаевна хăйĕн пирки. Шăпачава качча кайсанах хулара та пурăнса пăхнă, анчах Çĕньялах таврăннă. Мăшăрĕпе паян сцена çинчен анма пĕлмесĕр выляççĕ.

Театр сумлă юбилея хатĕрленет. Ун хыççăнах Зинаида Николаевна коллективпа сыв пуллашас шутлă. «Алла туя тытиччен каятăпах…», – тет вăл яланхиллех артистла кăмăллăн шÿтлесе.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости