Историе эпир çыратпăр

Кӑҫал пирӗн тӑван районӑмӑр 90 ҫул тултарать. Ҫакӑ пирӗншӗн, кунта пурӑнакан, кунта ӗҫлекен ҫынсемшӗн паллӑ пулӑм, мӗншӗн тесен унӑн историне шӑпах эпир ҫыратпӑр та.

Сумлӑ юбилее хатӗрленнӗ май районта тӗрлӗ мероприяти иртет. Эпир, культура ӗҫченӗсем, ҫак ӗҫре хамӑр тӳпене хыватпӑр. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсен репертуарне тӑван тавралӑх, ӗҫ ҫыннин ӳсӗмӗ ҫинчен ҫырнӑ юрра-ташша кӗртетпӗр, культура ҫуртӗнче иртекен кашни мероприятиех район юбилейӗпе тата унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе ҫыхӑнтаратпӑр.

Канмалли кунсенче Кӑшавӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Алтӑр ҫӑлтӑр» эстрада тата «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗсем Кивпулӑх ялне васкарӗҫ. Кӑшавӑшсем программӑна тӑванлӑх, ял пурнӑҫĕ, çамрӑксен юратӑве ҫинчен хывнӑ хайлавсенчен йӗркеленӗ. Çамрӑксен хастарлӑхне палӑртакан ташӑсем куракан кӑмӑлне кайрӗҫ: пур номере те вӗсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Районти культура вучахӗсем пӗр-пӗрин патне концертсемпе тӑтӑшах тухса ҫӳрени ӗҫтешсен пултарулӑхӗпе паллашса лайӑххине илме, вӗренме пулӑшать, кунпа пӗрлех районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне ҫӳллӗрех шая ҫӗклет.

Регина Чернова, Кăшавăш

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости