Ишес ăсталăха аталантарасшăн

Манăн ывăл вĕренекен шкулта бассейн пур. Пĕлтĕр уроксем хыççăн унта ишессипе занятисем ирттеретчĕç. Кăçал вара тренер çук теççĕ. Бассейнлă шкулта ишме вĕрентекен кружок кирлех пек туйăнать.

Светлана ИВАНОВА, Тренккасси

Сергей ТУНГУЛОВ, «Улăп» ача-пăчапа спорт шкулĕн директорĕ:

– Тренккасси шкулĕнче çитĕнсе пыракан ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе эрнере 3 хут физкультура урокĕ ирттереççĕ, пĕр урокĕ бассейнта иртетех. Унсăр пуçне кунта вĕренекенсем çăмăл атлетикăра тата футбол выляса лайăх кăтартусем тунине шута илсе çăмăл атлетикăпа футбол кружокĕсене йĕркелесе янă. Шкулти бассейн тĕллевĕ – ачасене шывра тытăнса тăма, ишме вĕрентесси. Çитес вăхăтра ишессипе кружок хута кайĕ, тренер пур.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости