Кайăксем – пирĕн туссем

Ачасене мĕн пĕчĕкрен тавралăха, чĕр чунсене, йывăç-курăка упрама, юратма вĕрентесси – аслисен тивĕçĕ.

Акă хĕллехи кунсем те çитрĕç. Кăшавăшри «Калинушка» ача садĕнчи вăталăх ушкăна çÿрекен ачасем хĕлле кунта пурăнакан кайăксене питĕ хĕрхенеççĕ. Вĕсене валли килте ашшĕсемпе пĕрле хăмаран сырăшсем туса хатĕрлерĕç. Вĕсене ача сачĕн территорийĕнче çакрĕç. Кăнтăрла воспитальсемпе пĕрле уçăлма тухсан ачасем кайăксене тĕрлĕ çимĕçпе хăналаççĕ. Чĕвĕлти кайăксене ачасем савăнсах сăнаса тăраççĕ, «пирĕн туссем» теççĕ. Шăпах çакăнтан пуçăнать те çут çанталăка юратасси, упрама вĕренесси.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости