Каллех капиталлă юсав тавра

Капиталлă юсав ирттернĕ çуртра пурăнакансене вăхăтлăха капиталлă юсав фондне тÿлессинчен хăтарма пултараççĕ. Депутатсем РФ Патшалăх Думине çакăн пек законопроекта сĕннĕ. Хăш çуртсене-ха?

Капиталлă юсав тумалли программа ĕçлеме пуçличчен капиталлă юсав ирттернисене иккен. Хваттер харпăрçисем пĕрлехи пухура йышăну кăларсан вăхăтлăха тÿлеврен хăтăлма пултараççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсемшĕн хăйнеевĕрлĕ «каникул» 5 çултан ытла тăсăлмалла мар.

Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çуртри харпăрçăсем вăхăтлăх капиталлă юсав фондне тÿлемессе те пултараççĕ: çĕнĕ çуртсенче пурăнакансем – 5 çулччен, (РФ Çурт-йĕр кодексĕн 170 статйин 5.1 п. килĕшÿллĕн); укçа-тенкĕ фондра пухăнмалли чи пĕчĕк виçе таран çитнĕ пулсан (асăннă кодексĕн 170 статйин 8 п.); енчен те регионти оператор маларах тунă ĕçсен хакĕшĕн малашнехи тапхăрта капиталллă юсав фондне хывмалли тÿлеве шута илнĕ пулсан (асăннă кодексăн 181 статйин 5 п.).

Законопроекта сĕнекенсен шухăшĕпе, хальхи вăхăтри йĕрке пĕтĕмпех регионти влаçсен йышăнăвĕнчен килет. 2012 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕччен (РФ Çурт-йĕр кодексĕн IX сыпăкĕ пурнăçа кĕриччен) нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси çав шутрах çурт-йĕрпе строительство кооперативĕсем, харпăрçăсен юлташлăхĕсем укçа-тенкĕпе пулăшнипе пурнăçланнă. Ун чухне кредитсемпе, управляющи компанисен укçи-тенкипе те усă курнă. Калăпăр, кредитсене вĕсем паян кунчченех тавăрса параççĕ. Çапла майпа вара хăшĕ-пĕри халĕ икĕ хутчен – капремонт фондне те, кредитшăн та – тÿлет. Енчен те юсав ĕçĕсем хыççăн çуртăн счечĕ çинче укçа-тенкĕ юлсан ăна хваттер хуçисене тавăрса памалла.

Аса илтерер, кăçал Шупашкар районĕнче нумай хваттерлĕ 12 çурта юсанă, пурĕ 7 млн тенкĕ тăкакланă, çав шутра 1,5 млн тенкĕ ытла – харпăрçăсен укçи-тенки. Юлашки вăхăтра капиталлă юсав фондне тÿлес енĕпе çынсем хăйсене яваплăрах тытаççĕ-мĕн. Калăпăр, маларах Шупашкар районĕ республикăра 10-11-мĕш вырăнсене йышăннă тăк, юлашки уйăхсенче вăл 6-мĕш вырăн таран хăпарнă.

Çитес çул 27 çурта юсама палăртнă. Юсав ĕçĕсен хакĕ – 21 млн ытла тенкĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости